Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ваççа Аниççи çинчен куçарнă)
Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи
Анисия Васильевна Княгинина
Çуралнă чухнехи ят: Анисия Васильевна Васильева
Суя ятсем: Ваççа Аниççи, Т.В.А., Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи
Çуралнă вăхăт: 1893 çул, кăрлачăн 6-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1975 çул, раштавăн 17-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Димитровград, Чĕмпĕр облаçĕ
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи (паспортри ячĕ Княгинина Анисия Васильевна, çуралнă хыççăнхи хушаматВасильева, çавăн пекех Итэсь хушаматпа асăнни те пур; чылай вăхăт культура уçлăхĕнче Ваççа Аниççи ятпа асăннă; 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕ, Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни, (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) — 1975 çул, раштавăн 17-мĕшĕ Димитровград х.), — чăваш сăвăçĕ[1]. Чăваш пичетĕнче, çавăн пекех чăваш литературинче те, палăрнă чи малтанхи хĕрарăм авторсенчен пĕри теме пулать.

Пурнăçĕ, килйышĕ, тăванĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1893 çулхи кăрлачăн 6 халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районне кĕрекен Анатри Тимĕрçен ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Пурнăçĕ тăршшĕпех ачасене шкулта вĕрентнĕ. Вăл шутра пĕр вăхăт хушши Томск кĕпернинчи Терёхино ялĕнчи чăваш ачисене[2].

1975 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Димитровград хулинче вилнĕ.

Сăвăçăн ашшĕ — Итэсь Василий Максимович (Иттеç Ваççи), хутла пĕлекен, сĕрме купăс калама та пултаракан çын. Тăван шăллĕ Итэсь Виктор Васильевич Свердловск (халĕ Екатеринбург) хулинче пурăннă, — геолог-инженер.

Упăшки — Княгинин Александр Семёнович, вĕрентӳçĕ[3]. Унăн кунçулĕ паллă мар.

Пилĕк ача çуратса ÿстерни паллă. Ывăлĕ Аслă Ателĕх вăрçинчен таврăнман.

Ăçта вĕренни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901-1904 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Унтан пĕр çулталăк — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче. Вара каялла таврăнса каллех ялти шкулта вĕренĕве тăснă. Çакă вĕсен килйышĕ Çĕпĕре куçса кайма шут тытнипе çыхăннă (чăннипе каяйман). 1908-1911 çулсенче вĕрентӳçĕсене хатĕрлекен Сумароковăри (Хусан кĕпĕрни, Теччĕ уесĕ) икĕ класслă шкулта[4] вĕреннĕ. 1916-мĕш çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн программипе экзамен тытать, çапла вара вĕрентӳçĕ пулса тăрать.

Литературăри пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăçăн литературăри пултарулăхне икĕ тапхăрпа палăртса кăтартма пулать.

Çак икĕ тапхăр хушшинчи вăхăта ку тĕлĕшпе чат пуш-пушă тесе шутлама кирлĕ мар. Литература ĕçĕпе кăсăкланма пăрахман Анисия Васильевна. Анчах та вăл хушăри еткерлĕх сыхланса юлман теес пулать. Псевдонима епле йышăнни пирки çапла çырса хăварни пур:

"Камран пулăшу ыйтас?" сăвва çырсан, мана Караççăм пичче: "эс "Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи" тесе ларт", — терĕ. Эпĕ ун сăмахне итлерĕм. Ку сăвва "Хыпар" хаçатан 12-мĕш номерне кĕртнĕ. Аяла "Т.В.А." тесе лартнă".[5]

Анатолий Юман сăвăç каярахпа кун пирки çапла çырнă:

«Т.» – Тимĕрçенсем-мĕн пулнă.
«В.А.» – Ваççа Аниççи.
Хăй çаплах ыр-сывă юлнă,
Вăрттăнлăх çăрин уççи.[6]

Асăннă малтанхи тапхăрта çамрăк Аниççине ашшĕ (Иттеç Ваççи), ялти шкулта ĕçлекен Тăваньялсем Сергей (1886-1956), Чĕмпĕрте вĕрентнĕ Василий Иванович Иванов (кайран "Хыпар" редакторĕ те пулнă) пулăшса, хавхалантарса пынă. Пĕр вăхăт ялта "Хайхи" ятпа алăпа çырнă журнал та кăларса тăнă. Анчах ун номерĕсем упранса юлман. Калас пулать, асăннă тепĕр тапхăрĕнче те сăвăçа хавхалантарса пулашакансем пулнă. Чăн малтанах кунта Константин Петров тата Стихван Шавлы çыравçăсене асăнмалла.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичĕтленсе тухнă сăвăсен пуххисем:

  • «Çутă çăлтăр хăпарчĕ»[1] (1966);
  • «Ӗмĕт çитрĕ»[2] (1972).

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăну хăмисем:

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ямпак шкулĕнче ĕçленĕ чухне Ваççа Аниççин вĕрнекенĕсенчен пĕри кайран Совет Союзĕн Паттăрĕ пулса тăнă Чернов Матвей Степанович пулнă[7]. Матвей Чернов паттăр пирки Анисия Васильевна поэма та çырнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Артемьев, Ю. М. Ваççа Аниççи // Артемьев, Ю. Ĕмĕр пуçламăшĕ / Ю. Артемьев. – Шупашкар, 1996. – С. 290-291
  • Ваççа Аниççи : малтанхи чăваш хĕрарăм-сăвăçăн пултарулăхĕ / пухса хатĕрлекенĕсем Г. Юмарт, В. Акăшпи ; тĕп ред. А. Леонтьев ; худож. И. Владимиров // Хыпар. – 1993. – 26 кăрлач. – 16 с. – («Хыпар» кĕнеки).
  • Ваҫҫа Аниҫҫи, Элпи, Сарпи... : [чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-сӑвӑҫи Ваҫҫа Аниҫҫи ҫинчен] // Хыпар. – 2010. – 27 нарӑс. – С. 4.
  • Элиме, В. Пӗрремӗш хӗрарӑм сӑвӑҫ ячӗпе / В. Элиме // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2013. – 16-22 нарӑс (№ 6). – С. 2.
  • Юман, А. Е. Ваҫҫа Аниҫҫи ҫырӑвӗсем / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 1. – С. 125-132.
  • Юмарт, Г. Хурлăхлă пурнăç шухăшĕ : Ваççа Аниççи çуралнăранпа – 115 çул / Г. Юмарт // Çамрăксен хаçачĕ. – 2008. – 8 нарăс (№ 5). – С. 14.
  • Афанасьев, П. Васся Анисси (Васильева-Княгинина Анисия Васильевна) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 66-67.
  • Курайкин, Н. Н. Васся Анисси / Н. Н. Курайкин // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. 1 : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. – 2009. – С. 84-85.
  • Покровская, В. Долгий путь к признанию / В. Покровская // Республика. – 2013. – 23 янв. (№ 2). – С. 11 : фот.
  • Юмарт, Г. Ф. Васся Анисси (Васильева-Княгинина) / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 289.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Васся Анисси (Васильева-Княгинина Анисия Васильевна)
  2. ^ Смирнова, Надежда. Првайхи чĕкеç. — Хыпар. 2003. кăрлач, 19. — 8-9 С.
  3. ^ Новомалыклинская средняя школа.
  4. ^ Чувашская энциклопедия.
  5. ^ Ваççа Аниççи. Иртсе кайнă кунçулăм. // Хыпар, 1993, кăрлач, 26.
  6. ^ Анатолий Юман. Ваççа Аниççине. (Автор чăн (тулли) псевдонима ăнлантарать те çапах хăй Ваççа Аниççи тет).
  7. ^ Еграшкина, Нина. Матвей Чернов – Упамсар мухтавĕ!

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]