Валькири


Вальки́ри (Valkyrja, Wæl cyrge — «виле суйлакан») — скандинав халаплăхĕнче, паттăр эккелĕн е конунг хĕрĕ, çапăçу хир çийĕпе çунатлă урхамахпа ярăнса çӳрет, чи маттур эткерсене шырать, вилсен вĕсене Вальхаллăри çӳлти чертогне илсе каять. Утсен çилхисенчен (пĕлĕтсем) пурнăçа пĕтĕлентерекен сывлăм ӳкет, вĕсен хĕçĕсем çутă шевлипе йăлтăртатаççĕ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Valkyrja икĕ сăмахран - Val (Валь) - виле, тата Cürja (Кири) - сÿрекен/сĕрекен (суйлакан).
Один хăйне итлемесĕр конунгсен кĕрешĕвĕнче çĕнтерĕве Хьяльм-Гуннара мар (Один ăна çĕнтерӳ парăп тесе шантарнă), Агнăра панăшăн ăна айăп тивĕçне тыттарать те ыйхăна путарать (вăл урăх çапăçусене хутшăнмасть — качча тухать); ăна мăн паттăр Сигурд ыйхăран вăратать(«Мăн Эдда», «Сигрдрива пуплевĕсем»).
Валькири сăнарĕпе хальхи литературăн фэнтези жанрĕнче, çаплах компьютер вăййисенче, усă кураççĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вакнĕрăн «Валькири» опери çинчен кĕскен калани (синопсисĕ) «100 оперăсем» сайчĕнче 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- "Валькирия над сражённым воином" автăрĕн — Константин Васильевăн — музейĕ. 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.