Виç йывăç (Рембрандт гравюри)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рембрандт
Виç йывăç, 1643
De drie bomen
Офорт. 21,3×27,9 см
Рейксмюзеум, {{{вырнаçтарнă}}}

«Виç йывăç» (гол. De drie bomen, акăл. B212 The three trees 1643) — Рембрандт офорчĕ, пĕртен-пĕр тăрăмра. Çак офорт — Рембрандтăн чи пысăк пейзаж офорчĕ. Ӳкерчĕке ăнлантарма питĕ йывăр, çапах та хăшпĕр тĕпчевçĕсем виç йывăçа виç хĕреспе çыхăнтараççĕ.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Офорта пĕтĕмпех пысăк виç йывăç йышăнаççĕ, вĕсем пĕлĕтсене хăвалакан çилсене хирĕç тăраççĕ. Аякра хула (тен, Амстердамăн) турулĕсем курăнаççĕ, хула çине çумăр килет, уйра çынсем, ĕнесем, лашасем. Çӳл тӳпере вĕçен кайăксем. Сулахай енче пулăç тăрать, унпа юнашар арăмĕ ларать. Сылтăмра, сăрт çинче ӳкерçĕ, унран инçех мар кӳлнĕ лав. Курăксем хушшинче хĕрпе каччă пытаннă.

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр: Рембрандт офорчĕсем.