Википеди:Пирĕн уйрăмăн кун-çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш Википедийĕчăваш чĕлхипе хайланă ирĕклĕ энциклопеди.

Хронологи[кодне тӳрлет]

2004 çулта Kostik Vento хутшăнакан Викимедиа Фондне чăваш уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру янă.

Пирĕн тăван кĕтесĕн çуралнă кунĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕ пулать — Untifler (вăлах тутарпа пушкăрт уйрăмсене никĕсленĕ) википедие Чăваш чĕлхи пĕрремĕш статьяна çырса вырнаçтарнă. Раштавăн 16-мĕшĕнче Тĕп страница калăпланать.

2005 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче çĕнĕ статья — Николаев Андриян Григорьевич — хушăнать. Нарăсăн 3-мĕшĕ Чăваш Википедине Шупашкар статьяпа савăнтарать. Акан 13-мĕшĕнче Чăваш уйрăмĕ аталанма пуçлать: статьясен йышĕ кунран кун ӳсет. Акан 14-мĕшĕ тĕлне Википедин чăваш уйрăмĕнче 10 статья ытла! 10 статья хушшинче: Чăвашсем, Николаев Андриян Григорьевич, Яковлев Иван Яковлевич, Лапсар, Фёдоров Николай Васильевич, Чăваш Республики, Шупашкар, Çĕрпӳ, Чăваш чĕлхи, 1868, Фёдорова Любовь Владимировна, Чӑваш чӗлхи алфавичӗ, Вырăс чĕлхи, Раççей.

2006 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн уйрăма 2000 статья пуянлатать! 2000-мĕш статья — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ. Çурлан 22-мĕшĕнче Чăваш Википедийĕ 4000 статья шутĕнчен иртет[1] Чӳкĕн 22-мĕшĕнче 4500-мĕш статья — Лава (юханшыв) — кун çути курать.

2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш уйрăмĕнче 5000 статья ытла пулса тăрать. Авăнăн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Википединче 6000 ытла статья[2][3]

2008 кăрлачăн 14-мĕшĕнче уйрăм 7000 статьяпа — Чăваш тĕнчи — тулать. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Викинче 8000 статья ытла! 8000-мĕш статья — Рогачёв Яков Капитонович.

2009 çулта, ака, 6-мĕшĕ Чăваш Википедишĕн паллă уяв шутланать: эпир 10 000 статья шайĕнче çӳле улăхрăмăр темелле[4]. Тулли нумĕрлĕ статья — Хайдеггер Мартин.

Джимми Уэйлс Чăваш Википедийĕ пирки слайд кăтартать.

Википеди никĕслевçи Джимми Уэйлс пĕтĕм тĕнчери Фонд Викимедиа конференцинче (Викимани 2009) Чăваш Википедийĕ тĕслĕхĕпе Википеди проекчĕ çухалма тыттăннă чĕлхесене пулăшу кӳни пирки хыпарлать[5].

2010 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕ тĕлне Википедин Чăваш уйрăмĕнче 11 000 статья. Тулли нумĕрлĕ статья — Монгол чĕлхи. Юпа уйăхĕнче 11 600 ытла статья.

2011 çулхи çурлан 31-мĕшĕнче Википедин Чăваш уйрăмĕнче 13 000 статья. Тулли нумĕрлĕ статья — Scapa (виски).

2013 çулхи раштавăн 3-мĕшĕ тĕлне 20100 статья кĕртнĕ.

2014 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче Вавилов Николай Иванович статья пирĕн уйрăма 30 пине çити хăпартрĕ.

2022 çулхи юпан 17-мĕшĕнче Шерлок Холмс тата Ватсон тухтăр темтепĕр курнисем: Агра капăр-пурлăхĕ статьяпа пирĕн уйрăм 50 пине çитрĕ.

Асăрхавсем[кодне тӳрлет]

Вуламалли[кодне тӳрлет]

Каçăсем[кодне тӳрлет]