Вырăнти хăйтытăмлăх
Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — Раççей Федерацинче — халăх интересĕне шута илсе, истори тата вырăнти ытти йăлана хисеплесе халăх хăйĕн влаçне тытса пырассипе вырăнти ĕçсене туса пырас хорми.
Вырăнти хăй тытăмлăх теорийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — халăх хăйĕн влаçне пурнăçа кĕртӳ ĕлки . Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — тытăмлăхăн центрсăрланă ĕлки, ăна хăй майлăхĕпе, вырăнти органĕсем валли автономлăхĕпе тивĕçтернĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх пĕлĕвĕн теори никĕсне XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче франци патшалăх ĕçченĕ Алексис Токвиль историк, нимĕç тĕпчевçĕ-юрисчĕсем Рудольф Гнейст (1816—1895), Лоренц Штейн (1815—1890), Пауль Лабанд тата урăххисем туса хунă. Хăй тытăмлăх этем пĕрлĕх теорийĕ вырăнти этем пĕрлĕхĕсемпе пĕрлешӳсем хăйсен право пултарулăхне тытса пымаллă ирĕклĕхе йышăннинчен пулса тухать. Хăй тытăмĕн патшалăх теорипе килĕшӳллĕ вырăнти хăй тытăмлăхĕ — патшалăх тытăмĕн вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕн пĕр ĕлки. Хальхи Раççейре вырăнти хăй тытăмлăхĕ граждан пĕрлĕхĕн мар, халăх влаçĕн институчĕ пулать, çакă вырăнти хăй тытăмлăхĕн патшалăх прави характерĕ çуккине кăтартать.
Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăхăн права никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăх Раççей Федераци конституци йĕрки тĕп никĕсĕсенчен пĕри шутланать, Раççей Федерацин Конституципе хӳтĕленсе, тытăнса тăрать.
Вырăнти хăй тытăмлăх право никĕсне çак саккунсем тăваççĕ:
- Раççей Федерацин Конституцийĕ,
- пурĕ те йышăннă принципсемпе тĕнче право виçи, Раççей Федерацин тĕнче килĕшĕвĕсем,
- федерацин конституци саккунĕсем,
- 2003 çулхи юпан 6-мĕшĕнчи 131-ФЗ №-лĕ «Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» федераци саккунĕ, федерации урăх саккунĕсем, федераци саккунĕсемпе татăçуллă кăларакан урăх право виçиллĕ Раççей Федераци акчĕсем (Раççей Федерацин Президенчĕн хушăвĕсемпе ĕç хушнисем, Раççей Федераци Правительствин йышăнăвĕсемпе ĕç хушнисем, федерацин ĕçтăвакан влаç органĕсен ытти право виçиллĕ акчĕсем),
- Раççей Федераци субъекчĕсен конституцисем (уставсем), саккунĕсем тата ытти право виçи акчĕсем,
- муниципаллă йĕркелӳсен уставĕсем,
- вырăнти референдумсемпе граждансен пухăвĕсенче йышăннă йĕркесем,
- муниципаллă урăх право акчĕсем.
Вырăнти хăй тытăмлăхĕн компетенци никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăх тытса пырас тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей Федерацин Конституципе вырăнти хăй тытăмлăха граждансем референдум, суйлав, урăх тĕрлĕ тĕслĕ тӳррĕн ирĕк кăтартăвĕпе, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйлав тата урăх органĕсем витĕр тытса пыраççĕ.
Халăх вырăнти хăй тытăмлăха тытса пырас ĕлкисем:
- вырăнти референдум
- муниципаллă суйлав
- депутата, суйлав органăн пайташне, вырăнти хăй тытăмлăх ĕç вырăнĕнчи çынна каялла тавăрас тĕллевпе сасăлани
- чикĕсене улăштарас, муниципаллă йĕркелĕве урăхлатас ыйтусем
- граждансен пухăвĕ
- урăх тĕслисем
Халăх вырăнти хăй тытăмлăха тытса пырас тĕссем:
- граждансен право тăвакан инициативи
- территорин этем пĕрлĕх хăй тытăмлăхĕ
- халăхпа итлени
- граждансен пухăнни
- граждансен конференцийĕ (делегатсен пухăвĕ)
- граждансенчен ыйтни
- вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене граждансем чĕнсе калани
- суйлавçăсен хушăвĕсем
- урăх ĕлкисем
Вырăнти хăй тытăмлăхĕн территори никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăхĕ Раççей Федерацин пĕтĕм территоринче ĕçлет. Муниципаллă йĕркелӳсем вырăнти хăй тытăмлăхăн территори никĕсĕ пулаççĕ.
Раççей Федерацинче 5 тĕслĕ муниципаллă йĕркелӳ, вĕсем икĕ шайра ĕçлеççĕ:
- муниципаллă район - темиçе хула тата/е ял тăрăхĕ
- ял тăрăхĕ – пĕр е темиçе ял ушкăнĕ
- хула тăрăхĕ - пĕр хула е хула евĕр посёлок юнашар ял е хула евĕр пурăну вырăнĕ
- хула таврашĕ - муниципаллă район шутне кĕмен хула тăрăхĕ
- Федераци шайĕнчи хула варринчи территори – хула территорин федераци шайĕнчи пайĕ (Мускавăн е Санкт-Петербургăн).
Муниципаллă йĕркелӳсен чиккисене тата статусне 2003—2005 çулсенчи муниципаллă реформа вăхăтĕнче туса хунă. Муниципаллă йĕркелӳсен чиккисене тата вĕсене улăштарас йĕркене Федераци саккунĕпе палăртнă.
Вырăнти хăй тытăмлăхĕн йĕркелӳ никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалах влаç органĕсен системине кĕреççĕ. Муниципаллă йĕркелӳ уставĕпе палăртнă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен структурине и çак органсемпе вырăнти хăй тытăмлăх ĕç вырăнĕсем кĕреççĕ:
- муниципаллă йĕркелĕвĕн элчĕ органĕ
- муниципаллă йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ
- вырăнти администраци
- муниципаллă йĕркелĕвĕн тĕрĕслев органĕ
- муниципаллă йĕркелĕвĕн урăх органĕсем
Вырăнти хăй тытăмлăхĕн экономика никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти хăй тытăмлăх хушшинчи пĕрлĕ ĕçлĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Права акчĕсемпе литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Федеральный закон от 06.10.2003 г. № 131-ФЗ «Об общих принципах организации местного самоуправления в РФ» 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Федеральный закон «Об общих принципах организации местного самоуправления в РФ» с последними изменениями на сайте КонсультантПлюс
Журналсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Интернет-журнал «Проблемы местного самоуправления» 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Журнал «Местное самоуправление в Российской Федерации» 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Журнал «Управа» 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Журнал “Конституционное и муниципальное право“
- Журнал "Государственная власть и местное самоуправление"
- Felix Böllmann: Formalprivatisierung kommunaler Aufgabenerfüllung und Transformation - Rechtsökonomische Analyse am Beispiel Russlands und Ostdeutschlands, Leipziger Universitätsverlag, Leipzig 2007, ISBN 978-3-86583-169-9
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Общероссийский Конгресс муниципальных образований
- Центр правовой поддержки местного самоуправления 2016 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Энциклопедия Местного Самоуправления»
- Всероссийский совет местного самоуправления 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Совет муниципальных образований города Москвы
- Проблемы и пути совершенствования местного самоуправления на селе — статья д.э.н., профессора Адукова
- Всероссийское информационное агентство «Местное самоуправление» 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- К.И.Могилевский. Столыпинские реформы и местная элита. Совет по делам местного хозяйства (1908-1910) (отв. редактор В.В. Шелохаев), М.: Российская политическая энциклопедия (РОССПЭН), 2008