Вырăс палăкĕ (Лихтенштейн)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вырăс палăкĕ пăхăр.

Вырăс палăкĕ — Лихтенштейнпа Австри чикки çумĕнчи Хинтершелленберг ялĕ патĕнчи чул палăкĕ.

Чул çине çапла текста касса çырнă:

HIER IN HINTERSCHELLENBERG ÜBERSCHRITTEN IN DER NACHT VOM 2. AUF DEN 3. MAI 1945 DIE ASYLSUCHENDEN RESTE DER «1. RUSSISCHEN NATIONALARMEE DER DEUTSCHEN WEHRMACHT» UNTER IHREM GENERALMAJOR A. HOLMSTON SMYSLOWSKY — ETWA 500 PERSONEN — IN VOLLER AUSRÜSTUNG DIE GROSSDEUTSCHE REICHSGRENZE NACH LIECHTENSTEIN. IN DER «WIRTSCHAFT ZUM LÖWEN» FANDEN DIE ERSTEN VERHANDLUNGEN STATT. DIE ZUR ASYLGEWÄHRUNG DURCH DAS FÜRSTENTUM LIECHTENSTEIN FÜHRTEN. ALS EINZIGER STAAT WIDERSETZTE SICH LIECHTENSTEIN DAMIT DEN SOWJETISCHEN AUSLIEFERUNGSFORDERUNGEN NACH ZWIEIEINHALB JAHREN WURDE DEN RUSSEN DIE AUSREISE IN EIN LAND IHRER WAHL ERMÖGLICHT

Куçару:

Çакăнта, Хинтершелленбергре, 1945 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕн каçĕнче хӳтĕлӳ шыраса Виççĕмĕш райхпа Лихтенштейн хушшинчи чикĕ урлă герман вермахчĕн А. Хольмстон-Смысловский генерал-майор ертсе пынă 1-мĕш Вырăс наци çарĕ 500 яхăн çын йышпа пĕтĕм хĕç-пăшалĕпе каçнă. Пĕрремĕш калаçусем «Wirtschaft Zum Löwen» трактирте иртнĕ, Лихтенштейн кнеçлĕхĕнче хӳтĕ пама йышăннă. Çапла ĕнтĕ Лихтенштейн Совет Союз экстрадици ыйтăвне хирĕç пĕртен-пĕр патшалăх пулса тăрать. Тепĕр иккĕ çул çурă иртсен вырăссене хăйсен кăмăлĕпе кирек хăш патшалăха кайма ирĕк панă.

Çак палăка Лихтенштейнăн çулçӳревçисен картти çинче кăтартнă, ăна Вадуцра сутаççĕ. Палăк «Wirtschaft Zum Löwen» таврнă патĕнче, Австри чиккинчен 100 метр хушăра вырнаçнă. Хинтершелленберг ялне кашни кунах 50 автобус çӳрет.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице