Контент патне куҫ

Галуа уйĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
CD-диск, унта информаци упранать. Тĕрлĕрен дефектсене пула (тусан, çийĕнÿ тата ытти те) ытлашши информаци те пуçтарăнать. Йăнăшсене коррекцилекен код кирлĕ (256 элементлă Рид-Соломон кочĕсем)

Вĕçлĕ уй (Вĕçлĕхлĕ уй, Вĕçсĕр мар уй), е Галуа́ уйĕ, е Галуалла уй, пĕтĕмĕшле алгебрăра — уй, унти элементсен шучĕ вĕçсĕрлĕхле мар хисеппе палăрăнать; хайхи хисепе вара уйăн речĕ теççĕ.