Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)
Hans Holbein der Jüngere
Хăйне хăй сăнарлани, 1542, Уффици галереи
Хăйне хăй сăнарлани, 1542, Уффици галереи
Çуралнă чухнехи ят: Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)
Çуралнă вăхăт: 1497, Утă, 8
Çуралнă вырăн: Аугсбург, Бавари, Сăваплă Рим импери
Вилнĕ вăхăт: 1543, 29 чÿк
Вилнĕ вырăн: Лондон, Анкăл король çĕршывĕ
Гражданлăх: Banner of the Holy Roman Emperor with haloes (1400-1806).svg Сăваплă Рим импери
Жанр: çын сăнарĕ
Вĕренӳ: ашшĕ, Ганс Гольбейн (Асли)
Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни) (ним. Hans Holbein der Jüngere; 1497, Аугсбург - 1543, Лондон) — ÿнерçĕ, нимĕç ÿнер ăстисенчен чи аслисенчен пĕри. Гольбейн йăхĕн чи паллă та чаплă пайташĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чаплă ÿнерçĕ Аугсбург хулинче, Германире çуралнă, ÿнер ĕçне хăйĕн ашшĕ — Ганс Гольбейн (Асли) патĕнче вĕреннĕ. Ганс Бургкмайртан сĕм илнĕ.

1-мĕш базель тапхăрĕ (1515-1525)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каярах вăл Амброзиус пиччĕшĕпе Базель (Швейцари) хулине кайнă, унта вĕсем икĕ çул хушши Х. Хербстер пултарулăх лаççинче ĕçленĕ. Ку хулара Гольбейн хăй вăхăтĕнчи чылай асчахсемпе тата гуманистсемпе паллашнă, вĕсен хушшинче Роттердам Эразмĕ те пур. Çыравçăн «Ухмахлӑха мухтани» 1514-мĕш çулхи тухăмĕ валли вăл сакăрвуникĕ ÿкерчĕк тунă. Унсăр пуçне Гольбейн тата ытти кĕнеке те капăрлатнă, Мартин Лютер нимĕçле куçарнă Библине илемлетнĕ. Хăйĕн ашшĕ пекех, витражсем ăсталанă, çын сăнарĕсем ÿкернĕ.

Томас Болейн сăнарĕ

Ку вăхăтра ÿнерçĕ Базельте тĕрлĕрен ĕçе пуçăнни унăн укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулнине кăтартать. Çав 1516-мĕш çулах вăл Мейер бургомистрпа арăмĕн тата Ганса Гербстер ÿнерçĕн сăнарĕсене, тепĕр çулта — Люцернти Гертенштейн çурчĕн шалти тата тулаш енĕсене фрескасемпе капăрлатать. 1519-мĕш çулхи кĕркунне Базеле таврăнсан, вăл çуртсен тулашĕсене илемлетсе ахаль суртсенчен керменсем туса хунă.

Гольбейнан базель тапхăрĕн пĕлтерĕшлĕ ĕсĕсенчен: Бонифаций Амербах юрист сăнарĕ; Турă чун хавалӗ 10 ÿкерчĕк; çĕнĕ ратушари фрескасем, унти соборăн орган хапхи, фрейбургсоборĕн алтарь витти, Христос Çуралнипе Волхвсем Пуç тайнине сăнарлани; Золотурн мадонни сăвапçăсемпе Золотурн хули валли; тата паллă Дармштадт мадоннине палăртма юрать.

Роттердам Эразмĕн сăнарĕ

Ку вăхăтра вăл Роттердам Эразмĕн, Доротея Оффенбургпа мифологинчи Венера (1526) сăнарĕсене, Кивĕ Халал валли (91 л.) тата «Вилĕм Ташши» (58 л.) хайлать, Лютцельбургер вĕсем тăрăх йывăç правюри касса ăсталать.

1-мĕш анкăл тапхăрĕ (1526-28)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Джейн Сеймур сăнарĕ, 1536, Вена

1526-мĕш çулта Гольбейн Базель хулинчен тухса каять, мĕншĕн тесен Реформаци пирки ăна пурнăç валли ĕçлесе илме йывăрланать. Англире ăна Томас Мор хапăлласах йышăнать, унччен ун патне Эразм çыру янă пулнă. Англире вăл сăнарсем çĕх хайланă; Морпа унăн кил-йыш çыннисен сăнарĕсем, Кентербери архиепископĕн, Кратцер астрономăн, Годсельв сăнарĕсем тата ыт.те.

2-мĕш базель тапхăрĕ (1529-31)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1528-мĕш çулта Базеле таврăнсан Гольбейн ратуша пысăк пÿлĕмĕн фрескисене вĕçлет (1530, Кивĕ Халал сценисем) тата темиçе çăнар ÿкернĕ.

2-мĕш анкăл тапхăрĕ (1532-1543)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1532-мĕш çулта тĕн пăтăрмахĕсемпе тата Швейцаринчи иконасене хирĕçлекен парти çĕнтерни Гольбейна Базель хулинчен тухса кайса Англине кайма хистеççĕ, унта çав вăхăтра вăл, халь Берлинта, Виндзорта, Гаагăра, Брауншвейгпа Венăра упранакан сăнарсене хайланă. 1533-мĕш çулта Анны Болейн Лондона чаплăн кĕнĕ ятпа вăл хула урамĕсене Парнас тăвĕне ÿкерсе капăрлатнă. Ку вăхаталла ÿнерçĕн сэр Ричард Соутвель (Флоренцири Уффици галереинче), Томас Уайеттпа унăн юлташĕн сăнарĕсем, тата «Фортуна кустăрми» тивеççĕ. Ăна Генрих VIII королĕн кермен ÿнерçи пулса тăма ăнăçнă.

Тюдор керменĕ валли тунă ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Генрих VIII сăнарĕ

Сăнарçă ĕçĕсĕр пуçне, Гольбейн патша валли хăйĕн керменĕнче тăхăнакан тумтирĕсене çĕлемешкĕн ÿкерчексем хатĕрленĕ.

Паянхи куна Гольбейнăн Генрих VIII (Англи королĕн), Джейн Сеймур королева, Эдуард VI, Норфолк герцогĕ тата ыт. те сăнарĕсем çитнĕ. Авланас шухăшлă Генрих VIII (Англи королĕ) хушнипе Гольбейн принцессасен сăнарĕсене ÿкерес тĕлпе икĕ хутчен те материк çине кайса килнĕ. Клев Анни сăнарĕпе, ÿнерçĕ ăна тепĕр начар ÿнерçĕ ĕçĕнчен ÿкерсе илнĕскерпе паллă пăтăрмах пулса-иртнĕ: короле хĕр ÿкерчĕк çинче килĕшнĕ, авлану пирки те калаçса татăлнă. Хĕрне вара пурнăçра курсан, король тÿрренех уйрăлма пуçлать. Иккĕмĕш принцесси, Дани Кристини, анкăл корольне качча квйма хăех сăпайлăн килĕшмен.

Пурнăçĕн юлашки тапхăрне ÿнерçĕ Базельпе Лондон хушшинче ирттернĕ. 1543-мĕш çулта, 7 юпа тата 29 чÿк хушшинче, вăл Лондонта ашкăрнă муртан вилсе кайнă.


Ӳнер мелĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гольбейнăн ÿнер ĕçĕсем тимлĕ ÿкерчĕкпе, илемлĕ капăрлатнипе, çутăпа ĕмĕлкене витĕр сăнарланипе, сарлака кистĕк мелĕпе уйрăлса тăраççĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсем çивĕч сарказмпа, сăнавпа, хăйĕн пурнăç тĕрĕслĕхĕпе хăйнемайлăхне пăхмасăр, илемлĕ капăрлатнă калăпăшĕпе тĕлĕнтереççĕ. Нимĕç ÿнерĕнче Гольбейн пĕлтерĕшĕ вăл Германине итал Чĕрĕлÿ аталанăвне илсе çитернипе те ÿсет, çав вăхăтрах хăйĕн халăхĕн чун халалне те çухатман — унăн ĕçĕсенче Дюрер çын сăнарĕсенче палăртнă çула курма пулать.

Техника[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн сăнарĕсене хайлас ÿмĕн ÿнерçĕ карандашпа питĕ тăрăшуллă та тĕпчевлĕ ÿкерчĕксем хатĕрленĕ, вĕсенчен хăшĕсем халичченех упранса юлнă. Ĕмӗлкепе çутăна кăмрăкпа, мелпа тата сангинапа ÿкернĕ. Эскизсенче Гольбейн ытларах çын сăнне тĕпченĕ.


Пĕлме кăсăклă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хăйĕн сăнарĕсенче Гольбейн час-часах тĕрĕ тата тухăç кавирĕсене хайланă меле кура, çавăн пек меле «Гольбейн» тесе ят панă.
  • Гольбейна чысласа Меркурий планетин кратерне унăн ятне панă.


Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳнер хайлавĕсемсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Бенсьюзан С. Л. Гольбейн / С. Бенсюзан; пер. Е. Боратынской. — М. : Ю. И. Лепковский, 1910. — 79 с.: ил. — (Художественная библиотека).
  • Гольбейн Г. мл. Пляска смерти / вступ. ст. А. Могилевского. — М. : Ритм, 1923. — 89 с. : ил.
  • Либман М. Я. Дюрер и его эпоха. Живопись и графика Германии XV и первой половины XVI века / М. Я. Либман. — М. : Искусство, 1972. — 240 с.: ил.
  • Пахомова В. А. Графика Ганса Гольбейна Младшего / В. А. Пахомова. — Л. : Искусство, 1989. — 228 с. : ил. — Библиогр.: с. 126—133.
  • Batschmann O. Hans Holbein : Sein Leben u Werk / Oskar Batschmann u. Pascal Griener. — Koln : DuMont, 1997. — 256 c.
  • Foister S. Holbein and England / S. Foister. — New Haven ; London : Yale univ. press for the Paul Mellon centre for studies in British art, 2004. — 308 p. : ill.
  • Pettegree A. Holbein: Court painter of the Reformation // History today. — 1998. — Vol. 48. — P. 22-28.