Контент патне куҫ

Гекатомпил

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гекатомпил (ав.гр. Ἑκατόμπυλος) е Саддарвазех (перс. صددروازه) — Хорасанăн анăç енче, Каспи хапхинчен çурçĕр-тухăçалла 1260 стадийре вырнаçнă тахçанхи хула, Пархин авалхи тĕп хули (п. эрч. III ĕмĕрĕн варринче).

Ăçта вырнаçнине тĕп-тĕрĕс пĕлмеççĕ, çапах та чылай ăсчах шухăшĕпе, хальхи Шах-Руд (е Шахp-и Кумис) районĕнче, Дамган хула патĕнче пулнă]][1].

Хулана Селевк I Никатор никĕсленĕ. 856 çулта Демганра çĕр чĕтреннипе арканнă.

Авалхи çынсем мĕнле ят пани паллă мар; грек тата перс чĕлхинче çак ят «Çĕр хапхаллăскер» пулать. Тен, кунта пархи провинцинчен çулсем килнĕ, е хула хапхи нумай — 34 ытла — пулнăран çапла ят панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Frye, Richard N. (1962). The Heritage of Persia. Toronto. Mentor Books. 1966.
  • Hansman, J. (1968). «The Problems of Qūmis». Journal of the Royal Asiatic Society (1968), pp. 111–139.
  • Hansman, John and Stronach, David (1974). «Excavations at Shahr-i Qūmis, 1971». Journal of the Royal Asiatic Society (1974), pp. 8–22.