Контент патне куҫ

Географилле координат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Географи координачĕсем ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Координатсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Географилле координатсем — чакăл йĕрĕн тайăлăвне шута илмен чухнехи геодезилле тата астрономилле координатсен пĕтемлетÿлле ăнлавĕ[1]. Урăхла каласан, географилле координатсене палăртнă чухне Çĕр кĕлеткине чăмăр (сфера) тесе шутлаççĕ.

Географилле координатсем хăйсем уйрăм пăнчăн Çĕр çийĕ çинчи е, анлăрах пăхсан, географилле йăлхахри вырăнне палăртаççĕ. Кунта сферăлла координатсен принципĕ вăйра тăрать. Çакăн аналогийĕпех ытти планетăсем çинчи тата тÿпе сфери çинчи координтсен тытăмне те йĕркелеççĕ[2].

Тĕп статья: Ан (координат)

Ан — хăшпĕр сферăлла координатсен тытăмĕнче усă куракан координат. Çĕр тата тÿпери ытти ĕскерсен, çавăн пекех тӳпе сфери çийĕнчи пăнчăсен вырăнне, ытти координатсемепе пĕрле, палăртать (эклиптикăлла ан, галактикăлла ан тенисене те пăхăр)[3].

Тĕп статья: Тăрăх (координат)


Тĕрĕссипе каласан, виççĕмĕш координат вырăнне пуçлавран (сфера варринчен) илнĕ тăршшĕне те илме пулать. Анчах та ку географилле йăлхахшăн меллĕ мар. Çавăнпа та географире тинĕс шайĕ тĕлĕнчи çÿллĕш тенипе усă кураççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ ГОСТ 22268-76 «Геодезия. Термины и определения»
  2. ^ Геоцентрические координаты // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  3. ^ Широта — статья из Большой советской энциклопедии (3-е издание). Михайлов А. А.