Голланд чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Голланд чĕлхи
Тăван ят: Nederlands
Патшалăхсем: Нидерландсем, Бельги, Суринам, Нидерландсен Антил утравĕсем, Аруба
Официаллă статус: Шаблон:Аруба ялавĕ Аруба
Бельги ялавĕ Бельги
Шаблон:Нидерландсен Антил утравĕсен ялавĕ Нидерландсен Антилĕсем
Нидерландсен ялавĕ Нидерландсем
Шаблон:Суринам ялавĕ Суринам
Йĕркелекен: Nederlandse Taalunie (Голланд чĕлхе пĕрлĕхĕ)
Рейтинг: 37—48
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Герман чĕлхисем
Анăç Герман чĕлхисем
Çырулăх: латиница (голланд варианчĕ)
Чĕлхе кодĕсем
ISO 639-1: nl
ISO 639-2: dut (B); nld (T)
ISO 639-3: nld
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
     Голланд чĕлхин хальхи саралăвĕ      Голланд чĕлхи малтан саралнă облаçсем      Анат нимĕç диалекчĕсем

Голланд чĕлхи е Нидерла́нд чĕлхи (de Nederlandse taal, het Nederlandsгооландла калани ) — голландсен чĕлхи, инди-европа чĕлхе çемйин герман чĕлхисен (анăç герман чĕлхисен ушкăнĕн пайĕ) шутне кĕрет.

Голланд чĕлхине тăтăшах фламанд чĕлхи теççĕ. Тĕрĕссипе, çак ятсем тĕрлĕ диалектсене палăртаççĕ (Голланди — Нидерландсен регионĕ, Фландри — Бельгин пиллĕк голланд чĕлхиллĕ провинцийĕ).

Çырулăхне латин алфавичĕн (голланд алфавичĕ) никĕсĕпе тунă.

Тĕнчере сарăлни[тӳрлет]

Нидерландсенче (патшалăх чĕлхи), Бельгире (унта пурăнан халăхăн çурри калаçать, франци тата нимĕç чĕлхисемпе пĕр танах патшалăх чĕлхи шутланать), Суринамра, Нидерланд Антил утравĕсенче тата Арубăра. Унсăр пуçне, нидерланд чĕлхипе Францин çурçĕрĕнче (Франци Фландрийĕ) тата Нидерландсемпе кӳршĕллĕ Германи çĕрĕсенче усă кураççĕ.

АПШ-ри, Канадăри, Çĕнĕ Зеландири нидерландпа бельги кăкĕллĕ хăшпĕр иммигрантсем нидерланд чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă кураççĕ.

Индонезире ватă çынсем нидерланд чĕлхине ас тăваççĕ. Мĕнпур калаçакан йышĕ — 22 млн. çын (16 млн. Нидерландсенче, 5 млн. Бельгире).

Тымартан тухнă чĕлхесем[тӳрлет]

КАРпа Намибире нидерланд чĕлхинчен пулса кайнă африкаанс чĕлхи (1925 çулчен вăл нидерланд диалекчĕ шутланнă) саралнă.

Çаплах нидерланд чĕлхин никĕсĕпе аталаннă креол чĕлхисем пулнă. Халĕ вĕсем малтан янранă вырăнсенче — Гайанăра, Индонезире, Пуэрто-Рикăра, Виргин утравĕсем çинче, Шри Ланкара — çухалнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Нидерланд чĕлхин палăкĕ. 1893 çулта британ Кап колонинче официаллă статусшăн кĕрешĕве асăнса лартнă.
Нидерланд чĕлхин палăкĕ. Ăна 1893 çулта британсен Капа колонинче нидерланд чĕлхине официаллă статуса хăпартас кĕрĕшӳ вăхăтĕнче лартнă.

Нидерланд чĕлхи çыран хĕрринче пурăнан франксенчен пуçланса кайнă та индоевропа чĕлхе ушкăнне кĕрекен протогерман чĕлхин тӳрĕ нĕселĕ пулать. Çывăх тăванлисем — авалхи анкăл, фриз, анат нимĕç чĕлхисем.

Лингвистика пахалăхĕ[тӳрлет]

Грамматика[тӳрлет]

Морфологи[тӳрлет]

Нидерланд чĕлхин морфологийĕ питĕ ансат.

Антропонимика[тӳрлет]

Тĕп статья: Голланд ячĕ


Диалектсем пирки[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Wikipedia
Википедире [[:{{{чĕлхе кочĕ}}}:|nl]]н уйрăмĕ пур

Шаблон:Хальхи герман чĕлхисем