Григорьева Лидия Николаевна (ҫӑмӑл атлет)
| Лидия Григорьева | |
| | |
| Пайăр хыпар | |
|---|---|
| Арлăх: | хӗрарӑм |
| Тулли ят: | Григорьева Лидия Николаевна |
| Гражданлăх: |
|
| Ăстаçăлăх: | вӑрӑм дистанцисене чупасси |
| Çуралнă вăхăт: | 1974.01.21 |
| Çуралнă вырăн: | ССРП, РСФСР, ЧАССР, Йӗпреҫ районӗ, Смычка |
| Тренер(сем): | Матрин Николай Александрович |
| Çӳллĕш: | 160 см |
| Йывăрăш: | 44 кг |
Лидия Николаевна Григорьева (мӑшӑрланничченхи хушамат — Никифорова[1], 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 21, Смычка[2][3]) — чӑваш раҫҫей вӑрӑм дистанцисене чупаканӗ[4], Раҫҫей суйласа пухнӑ командин[5] спортсмен-инструкторӗ. Раҫҫейӗн тӗнчери класӑн ҫӑмӑл атлетикӑпа спорт ӑсти.
Пурнӑҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1974 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССР-н Смычкӑра ҫуралнӑ. Пӗрремӗш тренер — Николай Александрович Матрин (Тольятти). 1999 ҫултан пуҫласа Раҫҫей суйласа пухнӑ командине кӗнӗ. Тӗнчери класӑн ҫӑмӑл атлетикӑпа спорт ӑсти (10 000 м). Сиднейри XXVII-мӗш 2000 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисен, Афиныри XXVIII2004 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисен хутшӑнаканӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Волгоград физикӑллӑ культурӑн патшалӑх институчӗн вӗренсе тухаканӗ (1998).
Ҫитӗнӳсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кросра Раҫҫей чемпионӗ (1998, 2000).
- Чупассинче Раҫҫей чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫи: кӗмӗл (2000), пӑхӑр[6] (1999, 2003).
- 3000 ҫухрӑмлӑ чупассинче Раҫҫей чемпионачӗн пӑхӑрлӑ ҫӗнтерӳҫи (2004). Харпӑр рекорд — 30.57,83 (2003).
- Шоссе тӑрӑх чупассинче Раҫҫей хӗрарӑм ҫӑмӑл алтечӗсенчен ят-йышӗнче чи вӑйли.
- Команда ӑмӑртӑвӗнчи ҫурмарафон тӑрӑх Тӗнче чемпионӗ (2003).
- Европа чемпионӗсен кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2003).
- Париж (2005), Лос-Анджелес (2006), Бостон (2007), Чикаго (2008) марафонӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗ.
Харпӑр рекордсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чупассинче
- 10 000 м: 30.32,72 (2006)
- Ҫурмарафон: 1:11.01 (2005)
- Марафон: 2:25.10 (2006)
Дисквалификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пӗтӗм Раҫҫей ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Дисциплинарлӑ антидопинг комитечӗн йышӑнӑвӗпе 2016 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа Лидия Григорьевӑна 2 ҫул тата 6 уйӑх ҫине дисквалификациленӗ. Григорьевӑн пур пӗтӗмлетӗвӗсем 2009 акан 17-мӗшӗнчен пуҫласа 2010 ҫӑвӑн 14-мӗшӗ таран нульлетнӗ[7][8][9].
Кил-йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Упӑшка тата тренер — Григорьев Валерий Николаевич[1].
- Хӗрӗ — Виктория[10].
- Атте-анне (Чӑваш Енчи Йӗпреҫ районӗн Смычка ялӗнче пурӑнаҫҫӗ): ашшӗ — Никифоров Николай Михайлович; амӑшӗ — Никифорова Клавдия Павловна.
- Аппа — раҫҫей ҫӑмӑл атлетчӗ Ирина Тимофеева[10].
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2
+Скородумов Н. Г.
−{{{2}}} Григорьева Лидия Николаевна // Электронная Чувашская энциклопедия. - ↑ Lidiya Grigoryeva // World Athletics database
- ↑ Чувашская энциклопедия — Чувашское книжное издательство, 2006. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-2
- ↑ SAMAH.CHV.SU-ри бегун
- ↑ SAMAH.CHV.SU-ри сборный
- ↑ ПӐХӐР - ВИҪҪӖМӖШ ВЫРӐН
- ↑ Лидия Григорьева дисквалифицирована за допинг // Спорт-Экспресс. — 2016.06.15.
- ↑ Две российские спортсменки дисквалифицированы из-за допинга // Коммерсантъ. — 2016.06.15.
- ↑ Информация о дисквалификации: легкая атлетика | РУСАДА (2017-04-29). Тĕрĕсленĕ 12 Юпа уйӑхӗн 2020.
- 1 2 Победы Лидии Григорьевой // Спортсмены : Иллюстрированное издание. — Шупашкар: Чуваш, кн. изд-во. — Т. 3. — С. 265—269. — ISBN 5-7670-1271-7.
Бостон марафонӗ – хӗрарӑм чупассинчи ҫӗнтерӳҫӗсем |
|
|---|---|
1966–68: Bobbi Gibb (АПШ) • 1969–71: Sara Mae Berman (АПШ) • 1972: Nina Kuscsik (АПШ) • 1973: Jacqueline Hansen (АПШ) • 1974: Miki Gorman (АПШ) • 1975: Liane Winter (ГФР) • 1976: Kim Merritt (АПШ) • 1977: Miki Gorman (АПШ) • 1978: Gayle Barron (АПШ) • 1979: Joan Benoit (АПШ) • 1980: Jacqueline Gareau (Канада) • 1981: Allison Roe (Ҫӗнӗ Зеланди) • 1982: Charlotte Teske (ГФР) • 1983: |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Тӗнче чемпионӗсем, ҫӑмӑл атлетикӑпа
- Кăрлачăн 21-мĕшĕнче çуралнисем
- 1974 çулта çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Раççейре çуралнисем
- Йĕпреç районĕнче çуралнисем
- Бостон марафонӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсем
- Париж марафонӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсем
- Чикаго марафонӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсем
- Раҫҫей тӗнчери класӑн спорт ӑстисем
- 2000 ҫулхи Ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- 2004 ҫулхи Ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионӗсем
- Раҫҫейӗн вӑрӑм дистанцисене чупаканӗсем
- Тольяттин спортсменӗсем
- Чăваш Енĕн спортсменĕсем
- Мускавӑн ҫӑмӑл атлечӗсем
- Волгоград физикӑллӑ культурӑн академиӗн вӗренсе тухаканӗсем
- Антидопинг йӗркисене пӑснӑран дисквалификациленӗ ҫӑмӑл атлетсем
- Ҫӑмӑл атлетсем, алфавитпе