Контент патне куҫ

Дамокл хĕçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Дамокăл хĕçĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Ричард Уэстолл, Дамокл хĕçĕ

Дамокл хĕçĕ (лат. Damoclis gladius) — грексен чăнлавĕпе, сиракуз тиранĕ Дионисий Асли (п. эрч. V ĕмĕрĕн вĕçĕ) хăйĕн фаворитне Дамокăла — вăл Дионисие чи телейлисенчен пĕрри тесе шутлаканскерне — пĕр кунлăха астула йышăнма сĕннĕ. Тиран хушнипе ăна капăр тумлантарса, тутлă çу сĕрсе патша вырăнне лартнă; йĕри-тавра пурĕ те унăн кашни сăмахне итлесе хыпаланнă. Ĕçкĕре савăннă самантра Дамокăл ăнсăртран хăйĕн пуçĕ çийĕнче ут çӳçĕ çине çакса хунă хĕçе асăрханă.

Çапла вара Дамокăл ырă шăпаллă пурнăçăн кĕскелĕхне чухласа илнĕ. Çакăн пек Дионисий, тиранăн пурнăçĕ яланах вилĕмрен çӳçпе çеç уйрăлса тăнине кăтартнă[1].

Цицерон та çакăн пирки «Тускуланăри пуплешӳсенче» асăннă.

Çак калава Гораций асăнать[2]:

Камăн пуçиле мăйĕ хĕçрен хăрать,
Çавна Сицилин çимĕçĕ те тăрантармасть

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Цыбульник Ю. С. Крылатые латинские выражения. — Мускав: ООО «Издательство АСТ», 2003. — 5000 экз. — ISBN 5-17-016376-2
  2. ^ Гораций Оды, Книга III, 1, 17—18 // Буколики. Георгики. Энеида (Вергилий); Оды. Эподы. Сатиры. Послания. Наука поэзии (Гораций). — М.:: НФ: "Пушкинская библиотека": АСТ, 2005. — 5000 экз. — ISBN 5-94643-118-8