Контент патне куҫ

Дебай саккунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Debye

Дебай саккунĕ, унпа килĕшÿллĕн, температурăсем пысăках мар чухне, хытă ĕскерĕн ăшă шăнăçтарăшĕ температурăн кубне пропорционаллăн ÿсет.

Дебай саккунĕ конкретлă япалалăхăн палăрăмлăхĕ пулса тăракан Дебай температуринчен чылай пĕчĕкрех температурăллă диэлектриксем тата çурма ярăшсем тĕлĕшпе тÿрре килет. Дебай температурине пĕлсе, улшăнми калăпăш чухнехи ăшă шăнăçтарăшне çак формулăпа тупаççĕ

,

кунта  — атомсен хисепĕ (шучĕ),  — Больцман константти,  — температура,  — Дебай температури.

Хытă ĕскерсен улшăнми пусăм чухнехи ăшă шăнăçтарăшĕ улшăнми калăпăш чухнехи ăшă шăнăçтарăшĕнчен кăштах уйрăлса тăрать.

Петер Дебай хытă ĕскерĕн ăшă шăнăçтарăшĕн теорине 1912-мĕш çулта, Эйнштейн модельне лайăхлатса тата кристалл решеткин пĕчĕк тăтăшлăхлă сулланăвĕсене (акустикăлла фононсене) шута илсе майлаштарнă.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]