Контент патне куҫ

Денисова Зоя Фёдоровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Денисова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Денисова Зоя Фёдоровна
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Зоя Фёдоровна Денисова
Çуралнă вăхăт 1928 нарӑсӑн 3[1]
Çуралнă вырăн Тури Кӑмаша, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш АССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2017 авӑнӑн 29[1] (89 ҫул)
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чӑваш Ен, РФ
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем юрӑҫӑ, вӗрентӳҫӗ
Парнесем
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх

Зоя Фёдоровна Денисова (1928 нарӑсӑн 3[1], Тури Кӑмаша, Чӑваш АССР, ССРП2017 авӑнӑн 29[1], Шупашкар, Чӑваш Ен, РФ) — чӑваш совет/раҫҫей юрӑҫи тата вӗрентӳҫи.

1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРҪӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ҫуралнӑ.

1949 ҫулта Сарӑту консерваторийӗ умӗнчи Чӑваш опера студине вӗренсе пӗтернӗ.

1949—1957 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗн юрӑҫи ӗҫлесе пулнӑ. 1950 ҫутла Чӑваш хӗрарӑм вокал квартетне туса хунӑ[2] (М. В. Васильева, З. Ф. Денисова, В. Н. Корнишина, Т. И. Чумакова). Вӑл Пӗтӗм Пӗрлешӗвӗн конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 1957 ҫулта Зоя Фёдоровна Мускаври Пӗтӗм Тӗнче ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗнче хутшӑннӑ. СПКП-н пайташӗ пулса тӑнӑ.

1960—1962 ҫулсенче Денисова Шупашкар мусӑк ача шкулӗнче ӗҫленӗ. 1957—1963 ҫулсенче Шупашкар мусӑк вӗрентӗшӗнче вӗрентӳҫӗ ӗҫне ӗҫленӗ. 1963—1988 ҫулсенче вӑл 1 нумерлӗ Шупашкар мусӑк шкулӗн директорӑн ҫумӗ, тата унтан директорӗ. Ҫав вӑхӑтра, 1963—1974 ҫулсенче вӑл Шупашкар мусӑк вӗрентӗшӗнче вӗрентнӗ. Зоя Фёдоровӑн инициативипе 1965 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1 нумерлӗ Шупашкар мусӑк шкулне унӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗн ячӗ панӑ — Максимов С. М. ячӗллӗ[3].

2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ[4][5]..

"Мелодия" фирма Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн пластинкисем кӑларнӑ[6]. Чӑваш радиопа телекуравӗн фондӗсенче квартетӗн 100 ытла ҫырӑвӗсем сыхланаҫҫӗ[2].

Чӑваш АССР-н (1970) тата РСФСР-н (1978) тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Тури Кӑмаша ялӗн тава тивӗҫлӗ элтешӗ[7].

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тулаш ӳкерчĕксем
Вокальный квартет: Тамара Чумакова, Мария Васильева, Зоя Денисова и Вера Корнишина в студии Чувашского телевидения, 1968 год.
  • Сергеев Т. С. Денисова Зоя Федоровна // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1.