Вунă негĕрчи (фильм, 1987)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вунă негĕрчи
Десять негритят
Жанр драма
Режиссёр Станислав Говорухин
Сценари
авторĕ
Станислав Говорухин
Тĕп рольсенче Татьяна Друбич
Владимир Зельдин
Александр Кайдановский
Алексей Жарков
Анатолий Ромашин
Людмила Максакова
Михаил Глузский
Алексей Золотницкий
Ирина Терещенко
Александр Абдулов
Оператор Геннадий Энгстрем
Композитор Николай Корндорф
Кинокомпани Одесса киностудийĕ
Патшалăх ССРП
Çул 1987
IMDb ID  0092879

Вунă негĕрчи (выр. Десять негритят) — Одесса киностудинче Станислав Говорухин режиссёр 1987 çулта ӳкернĕ совет мусăк илемлĕ камичĕ.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Чӗкеҫ йӑви"

Халиччен пӗр-пӗринпе нихҫан та тӗл пулман темиҫе ҫын Негр утравӗ ҫине пыраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче отставкӑна тухнӑ ҫарҫă, тухтăр, вĕрентӳçĕ, полицейски, судья, ватӑрах леди — пĕрлĕхĕн тӗрлӗ сферинчи ҫынсем. Ытларахӑшӗ ҫывӑх пӗлӗшӗ ятран янӑ йыхравпа килнӗ, чӗнекенӗн инициалӗсем — А. Н., хушамачӗ — Оуэн.

Килнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗнсех каяҫҫӗ: йыхрав янӑ хуҫи утрав ҫинче ҫук, килӗнче тарҫӑсем çеç хуҫаланаҫҫӗ, вӗсене кам тара тытни паллă мар. Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ пирки материкпе ҫыхӑну татӑлать; вӗсене илсе килнӗ кимӗ каялла таврӑнмасть. Пуçтарăннă ҫынсем, лару-тӑру уҫӑласса кӗтсе, пӳртре вырнаҫаҫҫӗ.

Пӗрле апатланнӑ хыҫҫӑнах сасартăк палламан сасӑ айӑпа вулама пуҫлать, кунта ларакан кашниех ҫынна е темиҫе ҫынна вӗлернӗшӗн айӑплать, ӑна, калаҫакан каланӑ тӑрӑх, иртнӗ вӑхӑтра çырса хунӑ. Сасă штор хыҫне лартнă граммофонран тухать иккен, чӗнсе каланине "Акӑш юрри" текен пластинка ҫине ҫырса хунӑ. Ӑна тарҫӑ, тара илекенӗн ҫырса хăварнă инструкцийӗсемпе килӗшӳллӗн, ӗҫе янӑ; тарҫисем — упӑшкипе арӑмӗ, вӗсем те айӑпланакансен шутӗнче. Пурте тӗлӗнсе каяççĕ; Филипп Ломбард капитансӑр пуҫне никам та ун ҫинчен калани тӗрӗс пулнине йышӑнасшӑн мар, анчах паллӑ мар ҫын вĕсен пуçиле ĕçĕсене пӗлни тӗлӗнтерет.

Унтан хӑнасенчен пӗри, Марстон, виски ярса ӗҫсе, вилсе каять. Ăна эрехпе наркӑмӑшлантарнӑ, пулас. Кӑшт вӑхӑт иртсен поднос ҫинче тӑракан вунӑ негрчирен пӗри ҫухални палӑрать. Хӑнасем килти пур ыйхă пӳлĕмĕнче те стена ҫинче ача-пӑча шучӗпе вунӑ негрчи ҫинчен ҫырнӑ тапăл ҫакӑнса тӑнине кураҫҫӗ, вӗсем пӗрин хыççăн тепри вилĕме кĕтсе илеҫҫӗ. Хӑйсене утрав ҫине чӗнекен А.Н. Оуэн инициалĕсем мĕне пĕлтернине (акăл. unknown - паллă мар) ӑнкартса илеҫҫӗ.

Пӗрремӗш негрчин, шутлав тексчӗпе, "чыхӑнса" пĕтмелле пулнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен миссис Уэлдон Роджерс (тӗлӗкре вилнӗ), унтан Макартур генерал (уҫӑлса ҫӳресен таврӑнман) çĕтет. Кашниех вилӗме кĕтсе илет, çак шутлав черет йӗркипе майлашăнса пырать. Çын вилсенех поднос ҫинчен черетлĕ кӗлетке ҫухалать. Тамăка лекнĕ хăнасем Утрав ҫинче маньяк хăтланать пуль теҫҫӗ. Утрав çинче ăна шырани нимле результат та памасть. Хӑнасене вĕлерекенни хăйсенчен пӗри пулни палӑрать. Пĕтсе-вилсе пынă май çынсем пӗр-пӗрне шанми пулса пыраççĕ. Айӑпланисем пурте тӗрӗсех пулни майӗпен палӑрать. Утрав ҫине илӗртсе илсе пынă кашни ҫынăн вĕлерӳ айӑпĕ пулнă, анчах та нихăшне те çакăншӑн саккунпа айӑпламан.

Рольсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]