Джон Миршаймер
| Джон Джозеф Мирша́ймер | |
| | |
| Çуралнă вăхăт: | 1947 раштав, 14 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн: | Бруклин , Нью-Йорк, АПШ |
| Патшалăх: | |
| Ăслăх сфери: | тапăнуллă реализм, политологи |
| Ĕç вырăнĕ: | Чикаго университечң, Брукинг институчĕ, Тĕнчери хутшăнусен канашĕ |
| Ăсчах степенĕ: | Философи тухтăрĕ |
| Ăсчах хисепĕ: | профессор |
| Альма-матер: | Кăнтăр Калифорни университечĕ, Корнелл университечĕ, АПШ вăрçă академийĕ, Кăнтăр Калифорни университечĕн Тĕнчери хутшăнусен шкулĕ |
| Ăслăх ертӳçи: | Richard Rosecrance |
Джон Джозеф Мирша́ймер (акӑл. John Joseph Mearsheimer; 14.12.1947, Бруклин, Нью-Йорк, АПШ çур.) — американ политологĕ, Чикаго университечĕн профессорĕ, тĕнчери хутшăнусен специалисчĕ, тапăнуллă реализм теорийĕн авторĕ, АПШ-ри Израиль лоббийĕ çĕршывăн тулаш политикине витĕмленине тĕпченĕ ăсчах.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джон Миршаймер 1947 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче Нью-Йоркре, Бруклин районĕнче, çуралнă. 8 çул тултарнă хыççăн, килйыш Гудзон юханшывĕпе тăвалла, юнашарти Кротон-Гудзон-çинчи (Croton-on-Hudson) пĕчĕк хулана ашшĕ-амăшĕпе куçса кайнă.
17 çул тултарсанах АПШ çарне хăйĕн ирĕкĕпех хĕсмете кайнă. Касăри хисепре пĕр çул тăрсан, 1966 çулта Вест-Пойнта кайма тивĕçнĕ. 4 çул вĕренсен, бакалавр степенне тивĕçнĕ. Ăна кĕçĕн лейтенант çарти хисепе (1970) панă. Çакăн хыççăн 5 çул хĕсметре СÇВ тăмалла пулнă.
Хĕсметре чухнех Кăнтăр Калифорни Университетĕнче вĕреннĕ. 1974 çулта магистр степенне тивĕçнĕ, каярах Еорнелл университетĕнче философи тухтăрĕ вырăнне йышăннă. Темиçе çул хушши Вашингтонри Брукингс институтĕнче тĕпчевçĕ пулса тăрăшнă, çаплах Гарвард университетĕнче те ĕçленĕ, унта варатĕнчери хутшăнусен облаçĕнче пĕлĕвне хăпартнă.
1982 çултанпа Миршаймер Чикаго университетĕнче политологи профессорĕ пулса тăрать, унта вăл 1989 — 1992 çулсенче факльтет деканĕ пулса тăрăшнă.
Çаплах вăл тĕнчери хутшăнусен теорийĕ, сăмахран неореализм, авторĕ шутланать, ăна Миршаймер тĕнче аренинче гегемон пуласшăн патшалăх хăтланăвĕ тесе палăртнă.
Американ ӳнерсен тата ăслăхсен академин пайташĕ (2003). Китай халăх университечĕн хисеплĕ профессорĕ (2012), Пекинри тĕнчери тĕпчевсен университечĕн хисеплĕ профессорĕ (2012).
1998—1999 çулсенче «Тĕнчери хутшăнусен канашĕн» Whitney Shepardson стипендиачĕ пулнă.
Ăслăхри ĕçĕ-пуçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Conventional Deterrence (1983)
- Liddell Hart and the Weight of History (1988)
- The Tragedy of Great Power Politics (2001)
- The Israel Lobby and U.S. Foreign Policy (2007)
- Why Leaders Lie: The Truth About Lying in International Politics (2011)
- The Great Delusion: Liberal Dreams and International Realities (2018)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фрагмент («О риске ядерного конфликта») выступления Миршаймера в Норвегии. The 2022 Holberg Debate.
çинче
- John Mearsheimer a Short biography, The Globalist
- Recent survey recognizing Mearsheimer as one of the five most important IR scholars of his time.
- The Israel Lobby and U.S. Foreign Policy A Harvard Study, March, 2006.(акăлч.)
- The case for a Ukrainian nuclear deterrent оригинал в формате. pdf
- WSJ response to Mearsheimer-Walt working paper on the Israel Lobby
- Analysis of The Israel Lobby and U.S. Foreign Policy
- Transcript of C-SPAN interview, June 23, 2006
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Бруклинра çуралнисем
- АПШ политологĕсем
- 1970 çулхи (Вест-Пойнт) вĕренсе тухни
- Американ ӳнер тата ăслăх академин пайташĕсем
- Пайăр çынсем:Тĕнчери хутшăнусен канашĕ
- Корнелл университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Чикаго университечĕн вĕрентӳçисем