Дионис театрĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
| Дионис театрĕ | |
| Афинăри Дионис театрĕ римсен вăхăтĕнче (реконструкциленĕ) |
Дионис театрĕ — Афинăри авалхи театр çурчĕ. Акрополĕн кăнтăр-тухăç айккинче вырнаçнă та тĕнчери чи авалхи театрсен шутне кĕрет. Театра фывăçран п. эрч. V ĕмĕрте тунă пулнă. Театр сцени çине актёрсем çулталăкра икĕ хутчен — Кĕçĕн Дионисий тата Мăн Дионисий вăхăчĕсенче — тухнă.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн Дионисисем вăхăтĕнче Афинăра театрти ăмăртусене ирттернĕ. Яланхилле трагеди çыракан виçĕ автор тупăшнă. Кашни хутшăнакан виçĕ трагеди тата халаплăхри сюжета шӳтлесе пĕр сатира драмине лартнă. Çаплах пĕр пьеса лартса камит авторĕсем те ăмăртнă. Результатсене дидаскалисем çине çырнă, вĕсене Афинăри патшалăх архивĕнче упранă. Театрти куравсене Афинăри архонт ертсе пынă.
П.эрч. 326—325 çç. театр çуртне реконструкциленĕ: йывăçран тунă сценăна тата ларкăчсене мрамор çине улăштарнă. Чуллă ларкăчсене 67 рете, Акрополь тĕпĕ патне çитиех, вырнаçтарнă. Театра вара 17 пин çын кĕрса курма пултарнă, ку ун чухне Афинăра пурăнакан кашни иккĕмĕш çын шутланнă.
Çурчĕ пысăк пулнипе театр тăррине витмен пулнă, çавăнпа та актёрсем, хор тата куракансем тӳпе айĕнчех вырнаçнă, сцена çинчи ĕç-пуç кун çуттипе иртнĕ.
Пĕрремĕш ретре хисеплĕ куравçăсем валли мрамортан тунă 67 кресло пулнă. Вĕсем çинче харпăрçă ятне та ĕç вырăнне касса çырнă пулнă. Иккĕмĕш ретре — грек культурине кăмăллакан Адрианăн — рим императорĕн — вырăнĕ пулнă. Кунтах император Нерон та тухса калаçнă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Всемирная история (в 24 тт.) // Т.4. Эллинистический период. с. 76. — Минск: Издательство «Литература», 1996.
- История Древней Греции. / гл. ред. Кузищин В. И. — М.: Издательство «Высшая школа», 2001. — С. 399.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Έφη Γιαννικαπάνη Ιερό Διονύσου Ελευθερέως. Περιγραφή (грек.). Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού (2012).
- Страницы с некорректными тегами координат
- Театрсем, алфавитпа
- Википеди:Географи координачĕсене кăтартман театрсем
- Авалхи Грецири театрсем
- Афинăри театрсем
- П. эрч. V ĕмĕрте тунă çуртсем тата çурт-йĕрсем
- П. эрч. IV ĕмĕрте тунă çуртсем тата çурт-йĕрсем
- Афина Акрополĕнчи çуртсем тата çурт-йĕрсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer