Дорошина Нина Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дорошин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Нина Дорошина
Нина Михайловна Дорошина
Ӳкерчĕк
Çуралнă вăхăт: 1934, раштав, 3
Çуралнă вырăн: Лосиноостровск, Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2018, ака, 21
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси, XX ĕмĕрти совет, раççей театр педагогĕ
Гражданлăх: ССРП
РФ
Хастар çулсем: 1955—2018
Театр: «Современник»
Чыславсемпе парнесем:
Хисеп орденĕ — 2006 Туслăх орденĕ — 2010
РСФСР халăх артисчĕ— 1985 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1970

Ни́на Миха́йловна Доро́шина (3.12.1934, Лосиноостровск, Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР — 21.4.2018, Мускав, РФ) — совет тата раççей театрпа кино актриси, педагог, РСФСР халăх атисчĕ (1985).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нина Дорошина 1934 çулта раштавăн 3-мĕшĕнче Лосиноостровск хулинче çуралнă[1] (халĕ Мускавăн ÇТАТ Бабушкин тата Лосиный остров районĕсем). Ашшĕ Ростокино çăм-тир комбинатĕнче хаклавçă/сортлакан пулса ĕçленĕ. Вăрçă умĕн çемье Ирана куçса кайнă, унта ашшĕне Хĕрлĕ Çара валли ăшă тумтир çĕлеме чĕр тавар туянма янă. Нинăн ачалăхĕ Иранра иртнĕ, фарси тата тюрки́ (Иранра 1925 çулчен хуçаланнă Каджар тĕрĕк аристократин тăван чĕлхи) чĕлхисемпе калаçма пĕлнĕ. Вăрçă вĕçленсен çемье Мускава таврăннă.

1956 çулта Б. Щукин яч. театр училищинче (Веры Львовăпа В. И. Москвин курсĕ) вĕренсе тухнă. Унпа пĕрле Вера Карпова, Инна Ульянова, Александр Ширвиндт, Лев Борисов вĕреннĕ.

1958 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче «Современник» театрĕн сцени çине пĕрремĕш хут — роли одноклассницы героя Олег Табаков сăнарланă персонажпа пĕр классра вĕреннĕ хĕрачана Виктор Розовăн пьесипе лартнă «В поисках радости» спектакльте вылянă (актрисăна улăштармала пулнă).

1959 çултанпа Нина Михайловна «Современник» мускаври театрĕнче ĕçленĕ.

1981 çултанпа Б. Щукин яч. театр училищинче вĕрентнĕ.

1983 çулта «Любовь и голуби» спектакльте лайах вылянăшăн Нина Дорошина Петĕм Союзри театр фестивалĕнче Перемĕш премие тивĕçнĕ.

«Любовь и голуби» фильмра Надюха рольне ăста вылянăшăн актриса халăх кăмăлне кĕнĕ.

2017 çулхи çурла уйăхĕнче Раççейри прессăра Нина Дорошина йывăр чирлет, урасем тытмаççĕ, хăй тăр-пĕчченех тăрса юлнă тенĕ хыпарсем сарăлнă. Тăванĕсем пулăшайманнипе кӳршĕсемпе палланă çынсем пулăшкаланă[2].

2018 çулта акан 20/21-мĕшĕнче çĕрле Нина Михайловна чĕре хĕстернипе аптранă. Пускилсем тухтăрсене чĕннĕ, анчах та ăна сыватайман. Акан 21-мешĕнче Нина Михайловна Дорошина 84 çул çине кайнăскер, Мускаври килĕнчех вилнĕ. Граждан панихидине акан 24-мĕшĕнче «Современник» театрĕнче иртернĕ. Актрисăна Мускаври Пятницкое çăвине пытарнă[3].

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Икĕ хутчен качча кайнă. Пĕрремĕш упăшки — актёр Олег Даль — 1963 çулта мăшăрланнă, кĕçех уйрăлнă. Иккĕмĕш упăшки — Владимир Тышков («Современник» тетрĕнче çутă маçтăрĕ) — пĕрле 20 çул, Тышков 2004 çулта виличченех, пурăннă.

Нина Дорошинăн ача пулман. Пиччĕшĕн аслă хĕрĕ (Кĕçĕнни — «Сфера» театрĕнче вылянă Нина Дорошина — 24 çултах инсульта пула вилнĕ.) Олеся (1970 çур.), упăшкипе пĕрле Геленджик патĕнче йăва çавăрнă, икĕ ачана ӳстереççĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]