Дрейк танлашăвĕ
Курӑнакан калӑплав

Дрейк танлашăвĕ, е Дрейк формули[1], — Галактикăра, этемлĕхĕн вĕсемпе контакта кĕме май пур тĕлте, Çĕр тулашĕнчи цивилизацисен шутне пĕлмелли формула. Ăна Фрэнк Дональд Дрейк доктор (Калифорнири Санта-Крус университетăн астрономи тата астрофизика профессорĕ) 1960-мĕш çулта кăларса тăратнă:
кунта:
- — контакта кĕме хатĕр ăстăнлă цивилизацисен шучĕ;
- — пирĕн галактикăра çулталăк хушшинче çуралакан çăлтăрсен шучĕ;
- — планетăллă тата Хĕвел евĕрлĕ çăлтăрсен пай-шайĕ;
- — цивилизацисем çуралма юрăхлă малсăлтасемлĕ планетăсен (тата çулташсен) вăтам шучĕ, — планетăллă кашни çăлтăр тĕлĕшпе;
- — юрăхлă малсăлтавсемлĕ планетăра пурнăç çуралассин пулаяслăхĕ;
- — пурнăç пур планетăра çав пурнăçăн ăстăнлă хаписем çуралассин пулаяслăхĕ;
- — контакта хатĕр тата ăна шыракан ăстăнлă пурăнавçăсемлĕ планетăсен шутне çавнашкал пурăнавçăсемлĕ планетăсен шучĕ çине пайлани;
- — ăстăнлă пурнăç пуррин, контакта хатĕррин, ун пирки ĕмĕтленнин вăхăчĕ.
Альтернатилă формула та пур (ансатлатсан, малтанхипе эквивалентлăскер):
кунта:
- — пирĕн галактикăри çăлтăрсен шучĕ;
- — пирĕн галактикăн пурнăçĕн тăршшĕ.
Ĕнтĕ капа çине пайлани контактлавçă-цивилизаци пирĕннипе пĕр вăхăтра пурăннине кăтартать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Формула Дрейка 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ..