Контент патне куҫ

Дроздов Сергей Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Дроздов пăхăр.
Сергей Дроздов
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă чухнехи ят Сергей Александрович Дроздов
Çуралнă вăхăт 1955, кăрлач, 28
Çуралнă вырăн Мильча ялĕ, Гомель районĕ, БССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2012, раштав, 18
Вилнĕ вырăн Тамбов, Тамбов облаçĕ, РФ
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем совет/раççей юрăçи, композиторĕ, сăвăçи
Жанрсем эстрада, поп-рок
Ушкăнсем «Синяя птица» ВИА
sdrozdov.ru

Сергей Александрович Дроздов (28.1.1955, Гомель облаçĕ, БССР, ССРП — 18.11.2012, Тамбов, РФ) — совет/раççей юрăçи, гитарисчĕ, «Синяя птица» ВИА солисчĕ (1974-1988). 1970-мĕш çулсенче лирика-романтика шлягерĕсене — «Там, где клён шумит…», «Ты мне не снишься», «Я иду тебе навстречу», «Белый теплоход» — юрланă хыççăн паллăха тухнă. Сасĕн уникаллă тембрĕ пулнипе Дроздов (лидер-вокал, гитара, бас-гитара) «Синяя птица» ансамбле янкăр та характерлă вокалисчĕ пулнă[1]. «Российская газета» хакланипе, Дроздов сасси Совет Пĕрлешĕвĕнче пуриншĕн те илемлĕ те çывăх шутланнă[2].

Гомель çумĕнчи (Беларуç) Мильча ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ - рабочий, савутра ĕçленĕ, амăшĕ - ача-пăча пахчинче повар. Юрăна юратма, юалама Сергее мамакăшĕ вĕрентнĕ. Мусăк шкулĕнче балалайка çинче выляма хăнăхнă, кайран икĕ çул Гомельри Н. Ф. Соколовский ячĕллĕ мусăк училищинче вĕреннĕ. Тытăнса калаçнипе çара хĕсмете илмен[3].

Гомельре пултарулăх ушкăнĕсенче ĕçленĕ, ташăсенче вылянă, «Мы, вы и гитары» тата «Голоса Полесья» ВИА ĕçленĕ[4]. Хулари тата республикăри конкурсен лауреачĕ. 1974 çулта Куйбышеври «Синяя птица» группăна йĕркеленĕ Михаилпа Роберт Болотныйсем çамрăк артиста хăйсем патне илнĕ.

1977 çулта авланнă та арăмĕ патне Тамбова куçса килнĕ. Солист пулма тăрăшнă. анчах та совет эпохинче телеэфира сахал кăларнипе Дроздова публика ытлах пĕлмен, телетрансляцисенче унăн ятне асăнман[5].

Ансамбль репертуарĕнчи 80 % юрăна çырнă. 46-не хăй юрланă.

1970—1980-мĕш çулсенче группа хуласенче кунне виçĕ стадион пуçтарнă[6].

Популярлă ансамбльте Дроздов юратупа романтика жанрĕнчи хитсене, вĕсем хушшинче — «Там, где клён шумит…» (Юрий Акулов мусăк версипе, Леонтий Шишко тексчĕпе 1964 çулта пĕрремĕш хут Людмила Зыкина шăрантарнă, анчах та унăн версийĕ чуна кайман), «Мамина пластинка», «Я иду тебе навстречу», «На перепутье», «Так вот какая ты!», «Горько!» тата ыттисем Дроздов сассине пула халăх кăмăлне юранă.

1984 çулта Мускаври культура патшалăх институчĕн Тамбоври филиалĕнче дирижёр-оркестрант специальноçĕпе диплома тивĕçнĕ.

1991 çулта, Америкăри гастрольсенчен таврăнсан, ансамблĕн кунçулĕнче тăхтав вăрăма кайнă, малтанхи йышĕпе артистсем урăх пуçтарăнман[2]. Пытался начать сольную карьеру[7].

1999 çулта Сергей Дроздов çĕнĕ пултарулăх ертӳçипе — Алексей Комаровпа — пĕрле, ансамбле йĕркеленĕ Роберт Болотный ырланипе çĕнĕрен тăвас тенĕ. Çапах та 2002 çулта Сергей ушкăнран соло карьерине тăвас тесе тухса каять.

2002 çулта «Синяя птица Сергея Дроздова» группăна йĕркелет. Группа хутран-ситрен тăван çĕршыв, çаплах Беларуç, Украина, Германи тăрăх концертсемпе çӳренĕ. Ансамблĕн «ылтăн» йышĕңчен Дроздов хăш чухне Сергей Лёвкина (14.11.1951 — 4.11.2006)[8] тата пĕрмаях Владимир Гапонов гитариста чĕннĕ.

Тĕнчери 40 ытла çĕршыва — Болгарирен Камбоджăна тата Сейшел островĕсене çити — гастроле çӳренĕ.

2012 çулхи нарăс уйăхĕнче тухтăрсем Сергей йывăр чирленине (ӳпке ракĕ) палăртнă. Артист химиотерапи 5 курсне ирттернĕ, анчах та амакĕ ăна çĕнтернĕ. Юлашки концерчĕ çу уйăхĕнче Дюссельдорфра иртнĕ.

2012 çулхи чӳкĕн 18-мешĕнче хăйĕн килĕнче Тамбовра вилсе кайнă. Тамбоври Дон çăвинче пытарнă[9].

  • Арăмĕ — Ирина Дроздова (Воробьёва) (1955 çур.), хореограф, ансамбльте çутăпа ĕçленĕ, кайран — администратор.
    • Хĕрĕ — Алёна (1981 çур.)
      • Мăнук-хĕр — Алиса (2011 çур.)

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1999 — Невозможно жить, не любя
  • 2004 — Нам снова 25
  • 2007 — Буду я с тобой
  • 2010 — Блюз моей души
  • 2013 — Последний
  • 2015 — Послесловие

Профессионалсен сцени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1973—1974 — Чулхула филармонийĕ, ВИА «Современник»
  • 1974—1988 — Куйбышев филармонийĕ, ВИА «Синяя птица»
  • 1974 — «Там, где клён шумит» юрă. Бас-гитара, лидер-вокалист
  • 1976 — БАМ гастролĕсем
  • 1978 — ССРП эстрада артисчĕсен конкурсĕн лауреачĕ
  • 1979 — Тĕнчери «Братиславская лира» (Чехословаки) фестивалĕн лауреачĕ
  • 1980 — «Ален Мак» (Болгари) конкурсĕн лауреачĕ
  • 1981 — Гастрольсем: Ангола
  • 1985 — Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен тата студентсен фестивальне (Мускав) хутшăннă
  • 1985 — Интернационалист-çарçăсем валли Афганистанри концертсем: Кабул, Шинданд, Кандагар, Джелалабад
  • 1985 — Гастрольсем: Вьетнам, Лаос, Камбоджа
  • 1985 — Гастрольсем: Танзани, Кени, Сейшел утравĕсем, Эфиопи, Конго, Бенин, Того
  • 1986 — «Рок в борьбе за мир» фестиваль, Соколова х. (Чехословаки)
  • 1987 — Совет-Инди туслăхĕн фестивалĕ
  • 1988 — Интернационалист-çарçăсем валли Афганистанри концертсем: Кабул, Баграм, Герат
  • 1989 — «Синяя птица» группăран тухса кайсан — «Красная площадь» (унчен — «Галактика») вокалисчĕ. Гастрольсем: ФРГ
  • 1990 — Гастрольсем: АПШ
  • 1991 —1998 — Соло-карьера, студире çырни, магнитоальбом кăларни
  • 1999 — легендарлă ансамбле çĕнĕрен тăвас пĕрремĕш хăтлану
  • 2002 — «Синяя птица Сергея Дроздова» группана туни.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Сергей Дроздов (Невозможно жить не любя…), Музыкальный блог, любимые исполнители 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ 1 тата 2 В Тамбове умер солист «Синей птицы» Сергей Дроздов — Антон Валагин — Российская газета — Солист ВИА «Синяя птица» Сергей Дроздов скончался в Тамбове на 58-м ….
  3. ^ Беседа с Сергеем Дроздовым. çăлкуçран архивланă 24 Кӑрлач уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 2 Пуш уйӑхӗн 2013.
  4. ^ Коллектив 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Сегодня вечером: Умер солист группы «Синяя птица».
  6. ^ Умер исполнитель хита «Там, где клён шумит…» // Экспресс газета.
  7. ^ История. çăлкуçран архивланă 4 Чӳк уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 30 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  8. ^ Вечер памяти Сергея Левкина — Эксклав. RU — новости Калининграда, форумы, фото. çăлкуçран архивланă 5 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 30 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  9. ^ Новости.
  10. ^ Медиатека. çăлкуçран архивланă 2 Ака уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 15 Пуш уйӑхӗн 2015.