Контент патне куҫ

Дуда Анджей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дуда Анджей
(пол. Andrzej Duda)

2019 ҫулта
Ҫуралнӑ чухнехи ят: Andrzej Sebastian Duda
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1972 ҫ. ҫӑвӑн 16
Ҫуралнӑ вырӑн ПХР, Краков вайпутлӑхӗ, Краков
Элтешлӗх: Польша Польша
Тӗне тытни: католицизм
Парти: Ирӗклӗх пӗрлешӗвӗ (2000—2002)
«Право тата тӗрӗслӗх» (2015 ҫулччен)
Партисӗр (2015 ҫултан)
Ӗҫлев тӗсӗ: политика, патшалӑх ӗҫченӗ, пӗрлӗх ӗҫченӗ, Польша президенчӗ
prezydent.pl

Анджей Себастьян Дуда (пол. Andrzej Sebastian Duda, 1972 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Краков ҫур.) — Польшӑн юрисчӗ тата патшалӑх ӗҫченӗ. 2015 ҫ. ҫурлан 6-мӗшӗнчен 2025 ҫ. ҫурлан 6-мӗшӗччен Польша Республикин улттӑмӗш президенчӗ пулнӑ. Хӑй президентлӗхчен вӑл 2011-2014 ҫ. Сейм депутачӗ пулнӑ тата 2014-2015 ҫ. Европа парламенчӗн пайташӗ пулнӑ.

Анджей Краковра ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи президент суйлавӗнче «Право тата тӗрӗслӗх» (полякла: Prawo i Sprawiedliwość, кӗскерех PiS е ПиС) партирен ҫав вӑхӑтри президенте Бронислав Коморовские ҫӗнтернӗ. Суйлавӑн пӗрремӗш турӗнче абсолютлӑ нумайрахӑшчен ӑна ҫитмен, анчах пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗш турта вӑл сасӑсен 51,55%-пе ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче президент ӗҫӗнче юлса Дуда патирен тухнӑ.

Дуда президентлӗхӗ Право тата тӗрӗслӗх (ПиС) партийӗн вӑйлатнипе ҫыхӑннӑ. 2015 ҫулхи парламент суйлавӗ хыҫҫӑн ПиС валли абсолютлӑ политикӑллӑ тытӑм уҫӑлнӑ. Политика енчен ПиС доминацилеме пуҫланӑ. Польшӑри ку пӗрремӗш ҫавӑн пек пулӑм, ӑна демократирен тухни пек хакланӑ.

2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 2020 ҫулхи суйлавчченхи кампаниччен Дуда ПиС-рен официаллӑ пулӑшу илнӗ. Пӗрремӗш турта вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, анчах та ку ҫитменччӗ. Иккӗмӗш турта вӑл сасӑсен 51,03%-пе Элтеш платформин Рафал Тшасковские ҫӗнтӗрнӗ[1]. Хӑй президентлӗх вӑхӑтӗнче Дуда ПиС-ӗн тата унӑн лидерӗн Ярослав Качиньскийӗн сылтӑм-радикаллӑ шухӑшӗсене пӑхӑннӑ. 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчи Раҫҫейӗн Украинӑна тапӑнса кӗни хыҫҫӑн Анджей Дуда Украина хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсемшӗн тӗнчери пулӑшу тума юлашки мар роле вылянӑ[2].

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Wybory Prezydenta Rzeczypospolitej Polskiej w 2020 r. (поляк).
  2. Zerofsky, Elisabeth. Poland's War on Two Fronts, The New York Times (2023-04-04).