Контент патне куҫ

Европа парламенчӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Европа парламенчӗ
Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "lang-mt" does not exist.
Никӗсленӳ/йӗркеленӳ вӑхӑчӗ 1957 çулхи пуш, 25-мĕшĕ[1]
Логотип
Сӳрет
Официаллӑ ят фр. Assemblée parlementaire européenne[2]
фр. Parlement européen[2]
итал. Assemblea parlementara[2]
итал. Parlemento europeo[2]
гол. Europees Parlement[2]
ним. Europäisches Parlament[2]
Йӗркелӳ пуҫлӑхӗн ӗҫӗ ячӗ председатель Европейского парламента[d]
Руководитель Роберта Метсола[d][3]
Патшалӑх
Вырнаҫӑвӗ
Менӗн юрисдикцинче UE
Дочерние компании (организации, учреждения) Secretariat of the European Parliament[d][4], Bureau of the European Parliament[d], Intergroup in the European Parliament[d], Conference of Committee Chairs of the European Parliament[d], Conference of Presidents of the European Parliament[d], Conference of Delegation Chairs of the European Parliament[d] и College of Quaestors of the European Parliament[d]
Тытса тӑрать art collection of the European Parliament[d]
Штаб-квартира вырнаҫӑвӗ
Ӗҫченсен йышӗ
  • 7820 чел. (çу 2019)[5]
Основная тема мировоззренческое сообщество[d][6]
Улӑштарнӑ European Parliamentary Assembly[d]
Тивӗҫнӗ наградӑсем
Число мест в законодательном органе власти 720[7]
Адрес 60 Rue Wiertz Brussels, B-1047 Belgium[8]
Официаллӑ сайт europarl.europa.eu
Ссылка на карту сайта common.europarl.europa.eu/…(акӑлч.)
Чертёж
Элтеш инициативӗн URL адресӗ europarl.europa.eu/petit…
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Европа парламенчӗ (кӗскерех Европарламент) — Европа Пӗрлешӗвӗн икӗ саккун тӑвакан органӗсен тата унӑн ҫичӗ институчӗсен пӗри. Европа Пӗрлешӗвӗн Канашӗпе (ахальтерех паллӑ Канаш е Министрсен канашӗ пек) пӗрле вӑл Европа комиссийӗн сӗнӗвӗсем тӑрӑх Европа саккунлӑхӗ йышӑнать. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчи европа суйлавне пула парламенте 720 пайташ (ЕПП, Европарламент депутачӗ) кӗрет, кунччен унӑн йышне 705 депутат кӑна кӗнӗ. Тӗнчери деморати электоратӗсенчен депутатсен йышӗпе Европарламент иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗшре Инди парламенчӗ). 2024 ҫулхи пӗлӗм тӑрӑх Европарламенте 375 миллион суйлакан суйланӑ[9][10][11].

1979 ҫултан Европа парламенчӗ пӗтӗм суйлав ирӗкӗ тӑрӑх Европа Пӗрлешӗвӗн элтешӗсемпе тӳрӗ сасӑлав урлӑ суйланать. Парламент суйлавӗнче 1979 ҫултан пуҫласа 2019 ҫул таран суйлакан пыни ӳкнӗ, анчах 2019 ҫулта суйлакан пыни саккӑр процент ҫине ӳснӗ тата 1994 ҫултан пӗрремӗш хут 50% ытла пулса тӑнӑ[12]. Европа Пӗрлешӗвӗн пайташ-патшӑлӑхӗсенче суйлав ҫул-ӳсӗмӗ 18 ҫул, анчах Мальтӑра, Бельгире, Австрире, Германире вӑл 16 ҫул, Грецире вара 17 ҫул шутланать[13].

Европарламентӗн саккун тӑвакан влаҫӗ пур, мӗншӗн тесен Европӗрлешӳ саккунлӑхне йышӑнас тесе Европарламентӗн тата Евроканашӗн килӗшни кирлӗ. Анчах унӑн пуҫару ирӗкӗ ҫук, мӗншӗн тесен ку ирӗк Еврокомисси пурнӑҫлать[14][15]. Куна пӑхмасӑр, саккун тӑвакан ӗҫ пуҫарас тесе Европарламентпе Евроканаш Еврокомиссие ыйту пама пултараҫҫӗ.

Европа парламенчӗн президенчӗ ку органӑн калаканӗ шутланать, вӑл нумай партиллӗ палатӑра ертет. Пилӗк чи пысӑк политика ушкӑнӗсем — Европа халӑх партийӗ ушкӑнӗ, Социалистсен тата демократсен прогрессиллӗ альянсӗ, Европӑшӑн патриотсем, Европа консерватизм тата реформизм ушкӑнӗ, Ҫӗнетнӗ Европа. Юлашки пӗтӗм Европа суйлавӗ 2024 ҫулта пулнӑ.

Парламентӗн официаллӑ штаб-хваттӗрӗ Францин Страсбург хулинче, администрациллӗ офиссем Люксембург хулинче вырнаҫнӑ. Страсбургри тӑватӑ кунлӑ пленарлӑ пухӑ ирттерӗнет, хӑш пӗр чух хушнӑ пухӑ Бельгин Брюссельте ирттерӗнет. Практикӑра Европарламент Брюссельте пӗр уйӑхра виҫӗ эрне ӗҫлет тата Страсбургра вара пӗр эрне анчах.

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]