Зинчук Виктор Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Виктор Зинчук
Тулли ят Зинчук Виктор Иванович
Çуралнă вăхăт ака, 8, 1958
Çуралнă вырăн Мускав, РСФСР
Çулсем 1976 — хальхи вăхăт
Патшалăх Раççей
Профессисем Вылякан, композитор
Инструментсем Гитара
Жанрсем Инструмент мусăкĕ, рок, классика мусăкĕ, фьюжн
Парнесем
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
www.zinchuk.ru

Виктор Иванович Зинчук (ака, 8 1958, Мускав) — раççей гитарисчĕ, композитор, капăрлатакан, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Сан-Марино тĕнчери ăслăлăхакадеми ассоциацин профессорĕ, Мускаври этеплĕхпе ӳнерĕн патшалăх университечĕн доценчĕ. Хăй мусăкне хайланă пуçсăр, классика мусăкне — И. С. Бах, Н. Паганини, М. Глинка, Дж. Верди, Дж. Гершвин — капăрлатнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1976 çулта Виктора пултаруллă ачасен мусăк шкулне, классика гитарин класĕпе вĕренме илеççĕ, кунта вăл 4 çул хушши пĕлӳ пухать. 1987 çулта, тĕрлĕ ушкăнсенче 7 çул; ĕçленĕ хыççăн, Зинчук соло карьерине тапратать. Çак вăхăтрах ăна пĕтĕм Раççейри радион тĕнчери каналĕ итлекенсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн, чи лайăх гитарист ята тивĕçтереççĕ[1]. 1991 çулта вăл Швейцарири пысăк мусăк фестивалĕнче çĕнтерет, халиччен те нумай фестивальсенче хăйĕн маттурлăхне кăтартать. 1995 çулта Мускаври этеплĕхпе ӳнерĕн патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа вĕçлет[1].

Фестивальсемпе ăмăртусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1983 — Вагифа Мустафа-Заде ячĕллĕ фестиваль (Баку, Пĕремĕш парне)
  • 1983 — Мускав джаз-фестивалĕ (лауреат)
  • 1983 — Ленинград джаз-фестивалĕ (лауреат)
  • 1989 — Тĕнче фестивалĕ «Интершанс’89» (лауреат)
  • 1990 — Телефестиваль «Парнас çулĕ» (лауреат)
  • 1991 — Фрибур хулинчи (Швейцари) тĕнче фестивалĕ (лауреат)
  • 1993 — «Братислава лирри» тĕнче фестивалĕ
  • 1994 — Key Brothers рок-фестивалĕ (Турин, Итали)
  • 1994 — Поншарра (Франци) коммуна мэрĕн медалĕ
  • 1996 — «Ылтăн пăлан» тĕнче фестивалĕ (Трансильвани, Румыни, 3-мĕш вырăн «Видеоклип» номинацинче)
  • 2003 — «Славян пасарĕ» тĕнче фестивалĕ (Витебск)
  • 2004 — «Musik Messe» тĕнче мусăк куравĕ вăхăтĕнчи тĕнче фестивалĕ (Франкфурт-Майн-çинчи)

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Mix No. 1(1994)
  • Неоклассика (1997)
  • Пĕччен çĕрле (1999)
  • Неолирика (2000)
  • Амадеус No. 146 (2002)
  • Магистрăн вуниккĕ гитари (2005)
  • Кельт альбомĕ (2010)

Çаплах DVD çинче «"Виктор Зинчукăн мастер-класĕ" гитара шкулĕ» тухнă (2005).

Çитĕнĕвĕсем тата парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Статьясенчи çеç категори


Шаблон:Nosources