Зубков Валентин Иванович
Валентин Зубков | |
Зубков Валентин Иванович | |
Çуралнă чухнехи ят: | Зубков Валентин Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1923 çул, çу, 12 |
Çуралнă вырăн: | Песчаное, Кисан кĕперни, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1979 çул, кăрлач, 18 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав |
Гражданлăх: |
![]() |
Професси: | Актёр |
IMDb: | ID 0958284 |

Зубко́в Валенти́н Ива́нович (1923—1979) — совет актёрĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çамрăклăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Валентин Зубков 1923 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Хăйăрлă салинче çуралнă. Армавирти çар авиаци шкулĕнче (1941—1943) вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче вĕçевçĕ пулса çапăçнă. Вăрçă хыççăн «Спецконтрольпроект» йĕркелĕвĕнче вăй хунă.
Пултарулăх çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кинематографа театр ăстаçă пĕлӳне илмесĕрĕх хăй тĕллĕ пултарулăх ушкăнĕнчен килнĕ. Пĕрремĕш киноролĕсене эпизодсенче сăнарланă (Йĕкĕрешсем (1945) тата Вырăс ыйтăвĕ (1947)). Тепĕртакран Зубковăн паха сăн-пичĕпе ал-çурăмĕ çине кинематограф уççăн пăхма тытăнать.
Хĕрĕххĕмĕш çулĕсен вĕçĕнче Зубков МПУ çумĕнчи хăй тĕллĕ театр студинче (ертӳçĕ — Константин Воинов) ăсталăхне ӳстернĕ. Воинов патĕнче Зубков каярах « Виççĕн вăрмантан тухрĕç» (1958), «Хĕвел пурне те савать» (1959) тĕп рольсене тата «Кукка тĕлĕкĕ» ĕçĕнче (1966) эпизодри роле сăнарланă.
Хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне 1955-мĕш çулта «Это начиналось так…» фильмра сăнарлать. 1960 çултанпа — Киноактёр театр-студийĕн актёрĕ.
1957-мĕш çулта Валентин Зубков иккĕмĕшле, çапах та асăмра юлнă иккĕ Степанов: фронт салтакĕн «Летят журавли» тата «Коммунист» фильмри йĕксĕкĕн ролĕсене хайлать. Эрех еннелле тайăлнипе темиçе çуллăха Зубков выляма пăрахать[1]. Амакран хăтăлсан та актёр малтанхи хевтелĕхне çитеймест — иккĕмĕшле тата эпизодри рольсемпе çырлахма тивет.
Актёрăн паллă ĕçĕсем — фильмсенчи рольсем: «Атте пӳрчĕ» (1959), «Леон Гаррос тусне шырать» (1960), «Çурçĕрти повеç» (1960), «Иван ачалăхĕ» (1962), «Ăраскал кунĕ» (1963).
«Поезд милосердия» (1964) фильмра Зубков хăйĕн Сергей ывăлĕпе вылять.
Çемьери инкек
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1977 çулхи çулла актёрăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, 23 çул тултарнă Сергей Зубков, сарăмсăр вилет. Çартан таврăнсан, вăл канма аккăшĕ патне Углич патĕнчи яла кайнă та паллă мар ĕç-пуçра юхан шыва путса вилнĕ.
Чирлесе вилни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ывăлне çухатсан актёр йывăр чире кĕрет: тухтăрсем унăн тарăн склероз пурине палăртнă. Зубков нимĕн те астуман, Нина арăмĕн (вĕсем 1947 çулта туйне вылянă) ятне маннă. Малашне амак татах пуснă: Зубков уçăлма урама тухсан таврăнма арăмĕ унăн пиншакĕн кĕсьине килти адресне çырса хунă. Çĕнĕ Çул хыççăнах актёр каллех пульницăна лекет те 1979 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çут тĕнчерен каять. Черкизово (Çурçĕрти) çава çине пытарнă.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1945 — Близнецы — эпизодри роль
- 1947 — Русский вопрос — шофер (эпизодри роль)
- 1956 — Это начиналось так…
- 1957 — Летят журавли — Степан
- 1957 — Коммунист — Степан
- 1958 — Трое вышли из леса — Сергей Кошелев
- 1958 — Тисса çинче — суя-Белограй
- 1959 — Майские звёзды — салтак (титăрсенче кăтартман)
- 1959 — Солнце светит всем — Николай Максимович Савельев
- 1959 — Отчий дом — Сергей Иванович, председатель
- 1960 — Время летних отпусков — Глеб Горелов
- 1960 — Леон Гаррос ищет друга — Андрей
- 1960 — Северная повесть — Тихонов-художник / Тихонов-солдат
- 1960 — Яша Топорков — Герман
- 1961 — Человек идёт за солнцем — Военный Музыкант (валторнист)
- 1961 — Евдокия — Порхин
- 1962 — Половодье — Федор
- 1962 — Иваново детство — Холин
- 1962 — Семь нянек — Григорий Иванович Волошин
- 1963 — День счастья — Фёдор Орлов
- 1964 — Поезд милосердия — Данилов
- 1965 — От семи до двенадцати(эпизод Зонтик) — Люся ашшĕ
- 1966 — Дикий мед — Сербин
- 1966 — Я солдат, мама — старшина
- 1966 — Нет и да — Лобов
- 1966 — Дядюшкин сон — Вася
- 1968 — Таинственный монах — Лобов
- 1968 — На войне, как на войне — Басов, полк командирĕ
- 1968 — Карантин — эпизодри роль
- 1969 — Её имя — Весна — комиссар
- 1969 — Внимание, цунами! — мичман Варавва
- 1969 — Я его невеста — Толкунов
- 1969 — Шаги по земле — эпизодри роль
- 1971 — Девушка из камеры 25 — Кузьма
- 1971 — Антрацит — Украина бокс команди тренĕрĕн пулăшавçи
- 1972 — Мальчишки — народ хороший — Климов
- 1972 — Последний форт — Воронин
- 1972 — А пароходы гудят и уходят
- 1973 — С тобой и без тебя — следователь
- 1974 — Если хочешь быть счастливым — эпизодри роль
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Валентин Зубков (rudata.ru) 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.