Контент патне куҫ

Иванова Алина Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алина Иванова
Пайăр хыпар
Арлăх: хӗрарӑм
Тулли ят: Алина Петровна Иванова
Гражданлăх: ССРП ялавĕ
Раҫҫей Федерацийӗ
Ăстаçăлăх: хӑвӑрт утасси
Çуралнă вăхăт: 1969.03.16
Çуралнă вырăн: ССРП, РСФСР, ЧАССР, Етӗрне районӗ, Килтӗш
Тренер(сем): Михаил Кузнецов

Алина Петровна Иванова (1969 ҫулхи пушӑн 16, Килтӗш[1][2]) — чӑваш совет/раҫҫей ҫӑмӑл атлечӗ, спортлӑ утассин тата марафонлӑ чупассин ӑсти. Шупашкар ҫӳллӗ спортлӑ ӑсталӑх шкулӗ. ССРП тӗнчери класӑн спорт ӑсти (1988), ССРП ҫӑмӑл атлетика тӑрӑх тава тивӗҫлӗ спорт ӑсти (1991).

1969 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗн Килтӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

1998 ҫулта Чӑваш Республикин спортӑн тата физикӑллӑ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ.

Тӗнчери ӑмӑртусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
ССРП ССРПшӑн ӑмӑртса
Ҫул Ӑмӑрту Хула, патшалӑх Вырӑн Тӗс Пӗтӗмлетӳ
1988 Юниорсем хушшинчи тӗнче чемпионачӗ Грейтер-Садбери, Канада 5000 м чупасси дисквалификациленӗ
1991 Тӗнче чемпионачӗ Токио, Япони 1-мӗш 10 ҫм чупасси 42.57
Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗшӗн ӑмӑртса
1995 Питтсбург марафонӗ Питтсбург, АПШ 1-мӗш марафон 2:35:30
1997 Тӗнче чемпионачӗ Афины, Греци марафон финишлемен
1998 Гонконг марафонӗ Гонконг, КХР 1-мӗш марафон 2:39:26
2000 Прага марафонӗ Прага, Чехи 1-мӗш марафон 2:27:42
Берлин марафонӗ Берлин, Германи 8-мӗш марафон 2:31:26
2001 Лондон марафонӗ Лондон, Аслӑ Британи 7-мӗш марафон 2:25:34
2002 Европа чемпионачӗ Мюнхен, Германи марафон финишлемен
2006 Прага марафонӗ Прага, Чехи 1-мӗш марафон 2:29:20

Ҫӗнтерӳсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Тӗнче чемпионӗ (1991)
  • Европа чемпионӗ (1992)
  • XXV Олимп вӑййисен спортлӑ утассинче хутшӑнакан (1992)
  • АПШри тӗнчери марафон турнирӗсен ҫӗнтерӳҫи
  • Европӑри тата Раҫҫейри тӗнчери марафон турнирӗсен ҫӗнтерӳҫи (1995 ҫулхи Ҫӗпӗр тӗнчери марафонӗ)
  • "Чӑваш атономлӑ облаҫӗн йӗркеленӗренпе ҫӗр ҫул" асӑнмалӑх медалӗ

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]