Контент патне куҫ

Иванов Владимир Николаевич (педагог)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кожанов хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
ИВАНОВ
Владимир Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1957, чӳк, 22
Çуралнă вырăн: Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Ăслăх сфери: педагогика
Ĕç вырăнĕ:

Яковлев ячĕллĕ ЧППУ

Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕ
Ăсчах степенĕ: педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: Яковлев ячĕллĕ ЧППУ

Владимир Николаевич Иванов (22.11.1957, Элешушкăнь, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей/чăваш педагогĕ, педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ, профессор (2001).

Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн ректорĕ (2016—2023).[1]

1957 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи (Чăваш АССР, РСФСР) Элешушкăнь ялĕнче çуралнă. 2011 çулхи нарăс уйăхĕ — 2016 çулхи çу уйăхенче Чăваш Республикин министрсен кабинетĕнче Пĕлӳ илес тата çамрăксен политикин министрĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

2013 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăхĕн И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн Ăсчахсен канашĕ ректор пулмашкăн претендентсен ят-йышне çирĕплетнĕ, унта Александровсăр пуçне В. Н. Иванов Чăваш Республикин министрсен кабинетĕнче Пĕлӳ илес тата çамрăксен политикин министрĕ (тĕп кандидат тесе шутланă) [2], Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕн директорĕ Ю. Н. Исаев, РХХтПХА Шупашкарти филиалĕнчи Социаллă технологисен кафедрин ертӳçи Н. Г. Семедова-Полупан, ЧГУ А. Е. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ регионри экономика тата усламçăлăх кафедрин ертӳçи [3].

2020 çултанпа — Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн пайташĕ. 2023 çулта ЧППУ ректорĕн ĕçне туса пыма пăрахнă.

  • К. Д. Ушинский медалĕ (2003)
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1998)
  • «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орден медалĕ
  • Етĕрне районĕн тава тивĕçлĕ гражданинĕ (2014)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Иванов, Владимир Николаевич 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. // www.enc.cap.ru
  2. Игорь Волков. Минобразовательский детектив // времячувашии.рф
  3. Ректор Чувашского госуниверситета отстранён от должности 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. // www.chv.aif.ru