Иван (фильм, 1982)
| Иван | |
| Иван | |
| Жанр | драма |
|---|---|
| Режиссёр | Виталий Дудин |
| Сценари авторĕ |
Анатолий Кудрявцев |
| Оператор | Анатолий Зубрицкий |
| Кинокомпани | «Беларуçфильм», ССРП патшалăх телерадиовĕ |
| Тăсăлу | 69 мин. |
| Патшалăх |
|
| Çул | 1982 |
| IMDb | ID 3596270 |
«Иван» — Виталий Дудин режиссёр 1982 çулта ӳнерленĕ совет телефильмĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Климович Иван Ивановича ялта никам та ашшĕ ячĕпе чĕнмест — Иван теççĕ кăна. Вăл пурнăç тăршшипех колхозра платник пулса ĕçленĕ, пуриншĕн те вăл ырă ĕçсем тăвакан мучи, пурне те пулăшать, хăш чухне, эреке сыпсан, вăрçа вăхатĕнче полицай пулнă кӳршине кăмăлламасть, çавна пула ăна Мари арăмĕ «тапкă-çапкă» парать.
Пĕррехинче Ивана военкомата чĕнеççĕ, арăмĕ вара, пенсие қăлараççĕ тесе, упăшкине хулана каймашкăн хатĕрлентерет.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Иван фронтра çапăçнă, йывăр амансен хоспитале лекнĕ ăна тухтăрсен комиссийĕ киле тавăрнă. Халĕ ĕнтĕ, вăтăр çул иртсен, фронтовика Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕç тесе хутай кăларнă пулнă…
Нумай çул иртсен, Çĕнтерӳ кунĕ патнелле унăн паттăрлăхĕ пирки астуса илнĕ те военкомата чĕннĕ — чыслав хăйĕн паттăрне тупнă. Иван Ивановича мăнаçлăн ордена райком пĕрремĕш секретарĕ парать, ветеран вăрçăри пулнисене каласа парать, пионерсем ăна парăслă карап модельне парнелеççĕ, ун пирки хаçатра статья тухать.
Тăван яла таврăнсан, ăна никам та ĕненмест: арăмĕ те, пĕр ялтисем те, пайрăмри милиционер те… Унран мăшкăллаççĕ те, арăмĕ те райцентрĕнче нумай çӳренĕшĕн ятлать. Иван Иванович кӳренмест, никама та ĕнентерме тăрăшмасть. Тепĕртакран кăна Марья сервантра орден кĕнекине тупать.
Лично мне видится герой — прежде всего совестливый, потому что совесть — самая большая преграда мещанству, демагогии, изворотливости. Мой Иван — человек предельно искренний, чистый. Это кряжистый мужик, хороший плотник, который ни от какой работы не откажется. Человек скромный.
— Иван рольне вылянă Анатолий Папанов актёр[1]
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анатолий Папанов — Иван Иванович Климович
- Галина Макарова — Марья, унăн арăмĕ
- Фёдор Шмаков — Фёдор
- Валерий Филатов — пайрăмри милиционер
- Виктор Гоголев — Гришка, Иван кӳрши
- Валерий Бусыгин — Петька
- Нина Розанцева — Зинка, ялти лавкари сутакан
- Виктор Тарасов — военком
- Ростислав Шмырёв — военкоматри капитан
- Александр Денисов — райком пĕрремĕш секретарĕ
- Валентин Букин — Кузьма, колхозник
- Николай Юдин — Петрович
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Режиссёр - Виталий Дудин
- Сценарист - Анатолий Кудрявцев
- Оператор - Анатолий Зубрицкий
- Композитор -
- Ӳкерçĕ - Юрий Альбицкий
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Х Пĕтĕм Раççейри телефильмсен фестивалĕ, (1983 çул, Алма-Ата) — арçын рольне чи лайăх вылянăшăн (А. Папанов).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Папанов А. — Возможность рассказать (О фильме «Иван», и о своей роли в нём) // Советская культура, 13 октября 1983. — с. 4
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Папанов А. — Возможность рассказать (О фильме «Иван», и о своей роли в нём) // Советская культура, 13 октября 1983. — с. 4
- Дудин В. — Как Анатолий Папанов в белорусскую телегу впрягался (Из воспоминаний режиссёра о съемках художеств. фильма «Иван») // Комсомольская правда, № 38, 28 февраля-6 марта, 1998
| Ку совет кинофильмĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |