Идолга (сала)
| Идолга | |
|---|---|
| Тӗп пӗлӗмсем | |
| Статус: | Сала |
| Патшалӑх: | |
| Федераци субъекчӗ: | |
| Муниципаллӑ район: | Татищево районӗ |
| Муниципаллӑ йӗркеленӳ: | Идолга муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ |
| Никӗсленӳ вӑхӑчӗ: | 1720 |
| Халӑх йышӗ: | ↗1049[1] (2010) |
| Хушнӑ пӗлӗмсем | |
| Малтанхи ятсем: | Большая Идолга |
| Почта индексӗ: | 412175 |
| ОКАТО кочӗ: | 63 246 825 001 |
| Сехет тӑрӑхӗ: | Самар вӑхӑчӗ |
Идолга — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи вырнаҫнӑ сала. Идолга муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Облаҫ центрӗнчен 31 километр кӑнтӑр-тухӑҫалла, район ценрӗнчен 6 километр кӑнтӑралла Идолга юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ[2].
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1720 ҫулта Идолга хӗррисенче никӗсленӗ[2]. 1822 ҫулта салара Турӑ амӑшӗн Хусан турӑшӗ хисепленсе тӑнӑ чанпа православ чиркӗвӗ тунӑ. Креспоҫ йӗркин пӑрахӑҫланипе икӗ ял пӗрлешӗвӗ туса хунӑ. Сала Сарӑту кӗпӗрнин Сарӑту уесӗнчи Широкое вулӑсӗн йышне кӗнӗ.
1866 ҫулта салара пӗрремӗш шкул уҫнӑ, 20 ҫултан вара тепӗр шкул тунӑ. 1896 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче салара пысӑк пушар пулнӑ, ӑна пула 87 хуҫалӑх арканнӑ, ҫурлан 18 тата 19 тепӗр пушар пулнӑ. Пӗр ҫултан 4 пушар пулнӑ.
1897 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче салара халӑх вулавӑшӗ уҫнӑ, унӑн пуҫлӑх Лебедев В.П. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Идолгӑра 2,5 пин ытла ҫын пурӑннӑ. Икӗ ҫил тата шыв арманӗсем пулнӑ.
1917 ҫулта салана Совет влаҫӗ килчӗ. Кресчен депутачӗсен ял канашӗ туса хунӑ. 1918 ҫулта чухан комитечӗ йӗркеленӗ. Утӑра контрреволюци пӑлханӑвӗ пулнӑ, ӑна пусарнӑ.
1923 ҫулта Идолга Курдюм вулӑсӗн йышне кӗнӗ. 1930 ҫулта салара "Ӗҫ ялавӗ" колхоз ӗҫлеме пуҫланнӑ. 1932 ҫулта "Малта пыраканӑн ялавӗ" колхоз туса хунӑ. Механик арманӗ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче чиркӳ аркатнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче фронтра 167 Идолга ҫыннисем вилнӗ. 1950 ҫулта икӗ колхоз пӗр-перинпе ҫӗнӗ колхоза пӗрлештернӗ, вӑл "Ленин ячӗллӗ" ятлӑ. Вӗрентӳ-сӑнав вырӑнӗ, арат-ҫимӗҫ пахчи тунӑ. 1960 ҫулта ӑстаҫӑ ҫурчӗ уҫнӑ. 1988 ҫулта шкулшӑн ҫӗнӗ икӗ хутлӑ ҫурт тунӑ[3].
Халӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Халăх йышĕ | |
|---|---|
| 2002[4] | 2010[1] |
| 955 | ↗1049 |
Вӗрентӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Салара вӑтам вӗрентӳ шкулӗпе (1988) ача пӑча сачӗ (1968) пур.
Паллӑ ҫынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Королёв Владимир Витальевич (1983—2002) — Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ, Раҫҫей ҫарӗн рядовойӗ[5].
- Лапшёв Анатолий Алексеевич (1924—1945) — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Ленин орденӗсемпе чысланӑ, Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ[6].
Фотогалерей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ял курӑмӗсем
- Шкул
- Вӑтам урам
- Чару
- Ача-пӑча сачӗ
- Администраци ҫурчӗ
- Ял кунҫулӗ
- ТҪАВ-ри вилнисен ят-йышӗ
- Хисеп Хӑми
- Культура ҫурчӗ
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
- 1 2 Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
- ↑ БОЛЬШАЯ САРАТОВСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ : Татищевский район : Идолга. saratovregion.ucoz.ru. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2018.
- ↑ Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ День памяти о россиянах, исполнявших служебный долг за пределами Отечества.
- ↑ БОЛЬШАЯ САРАТОВСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ : Военные : Лапшев А. А.. saratovregion.ucoz.ru. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2018.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ПЫСӐК САРӐТУ ЭНЦИКЛОПЕДИЙӖ : ТАТИЩЕВО РАЙОНӖ : ИДОЛГА. saratovregion.ucoz.ru. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2018.
- Численность и размещение населения Саратовской области. Статистический сборник. 2012 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Татищево районӗнчи пурӑнан вырӑнсем |
|||
|---|---|---|---|
Агарёвка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губарёвка • Елшанка • Идолга • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (сала) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Ҫӗнӗ Тёпловка • Тимирязевский • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Широкое • Шлыковка • Ягодная Поляна | |||