Контент патне куҫ

Икĕ тăван хĕр (Террасăра)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пьер Огюст Ренуар
Икĕ тăван хĕр (Террасăра), 1881
пир, çу.
Ӳнерсен институчĕ, Чикаго

«Икĕ тăван хĕр (Террасăра)» (фр. Les Deux Sœurs (Sur la terrasse), акӑл. Two Sisters (On the Terrace)) — франс ӳнерçи Пьер Огюст Ренуар 1881 çулта çырнă ӳкерчĕк.

Ăнлантарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ренуар ӳкерчĕкпе хăтланма 1881 çулта ака уйăхĕнче, Алжирран таврăнсан, тытăннă[1].

Тепĕртакран ĕçе вĕçлесен, 1881 çулхи утăн 7-мĕшĕнче ӳнерçĕ Поль Дюран-Рюэль (Paul Durand-Ruel) паллă маршана 1500 франк хакпа сутнă. Ӳкерчĕке публикăна пĕрремĕш хут 1882 çулхи çцуркунне иртнĕ импрессионистсен 7-мĕш куравĕнче кăтартнă. Çакăн хыççăн (тĕслĕхрен, 1883 çулта) вăл пĕр хушă Шарль Эфрусси (Charles Ephrussi) коллекционер/кăларамçă пухмачĕнче упраннă, 1892 çулта каллех Дюран-Рюэль килйышĕн коллекцине таврăннă.

1925 çулта ӳкерчĕке Чикаго хулара пурăнакан Энни Кобёрн (Annie S. Coburn) 100 000 доллар тӳлесе туяннă. Энни Кобёрн 1932 çулта çĕре кĕнĕ, ӳкерчĕке Чикагăри ӳнерсен институтне халалланă, çак шедевр унта 1933 çултанпа упранать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Colin B. Bailey e.a. Renoir's portraits: impressions of an age. — Yale University Press & National Gallery of Canada, 1997. — ISBN 978-0-888-84668-6