Император форумĕсем
Курӑнакан калӑплав
(Император форумěсем ҫинчен куҫарнӑ)
Император форумĕсем, — Римра вырнаçнă архитектура палăкĕсен ансамблĕ. 150 çул хушши вĕсене хăпартнă (пирĕн эрăчен 46 çултан пуçласа пирĕн эрăн 113 çулчен). Император форумĕсене Рим Империн малтанхи вăхăтĕнче туса хунă. Вĕсем кивĕ Республика площадьне, Рим форумĕсем шутне кĕмеççĕ.
Юлий Цезарь вăхăтĕнче рим халĕхĕ валли Рим форумĕсем кун йĕркине сӳтсе явма çитми пулса тăнă. çавăнпа та тепĕр форум туса лартма йышăннă. Чи малтан Юлий Цезарь форумне хăпартнă, кайран вара унсăр пуçсăр тата тепĕр тăватă форум туса лартнă.
Император форумĕ шутне кĕреççĕ:
- Юлий Цезарь форумĕ (лат. Forum Cæsari), пирĕн ĕмĕрчен 46 çулта.
- Август форумĕ (лат. Forum Augusti), пирĕн ĕмĕрчен 2 çулта.
- Килĕшӳ храмĕ (лат. Templum Pacis) тата Веспасиан форумĕ (лат. Forum Vespasiani), 75 çул.
- Нерва форумĕ (лат. Forum Nervæ), 98 çул.
- Траян форумĕ (лат. Forum Traiani), 112—113 çулсенче.