Интернет

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Тетел (пĕлтерĕшсем).
Интернет эрешĕн çыханăвĕсене ӳкерсе-çырса кăтартни
This NeXT Computer was used by Sir Tim Berners-Lee at CERN and became the world's first Web server.
ICANN headquarters in Marina Del Rey, California, United States

Интерне́т (акăл. Internet, Interconnected Networks — çыхăнуллă эрешсем, [интэрнэ́т]) — пĕтĕм хыпарлă тата шутлав янтă пуррисен (ресурссăсен) телекоммуникаци эрешĕсем. Пĕтĕм тĕнче эреш картин физикăллă никĕсĕ пулса тăрать. Часах Пур тĕнче эрешĕ тата Пĕтĕмлĕ (глобаллă) эреш тесе те палăртаççĕ. Çаплах «ине́т», «нэт» тени те тĕл пулать.

2008 çул варринелле Интернетпе пĕрмаях усă куракансен йышĕ 1,4 млрд çынна (çĕр чăмăрĕн чĕрĕк пайĕ).[1] çитрĕ.

Интернет эрешĕн кунĕ-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ARPANET-ăн пĕрмĕш серверне 1969 çулхи авăн, 1 Калифорни университетĕнче (Лос-Анджелес) ĕçе кĕртнĕ. «Honeywell 516» компьютерĕн 12 КБ оперативлă аставăмĕ пулнă.

1971 çул тĕлне эшер витĕр электронлă почтăна куçармалли пĕрремĕш программăна çырса хатĕрленĕ, вăл вара пур усă куракан кăмăлне юранă.

1973 çулта эреш çумне трансатлантика телефон кабелĕ витĕр Аслă Британипе Норвегири пĕрремĕш ют çĕр йĕркелӳлĕхĕсене çыхăнтарать, çакăнтанпа вара интернет тĕрлĕ çĕршывсене пĕрлештерме тытăнать.


1984çулта домен ячĕсене (акăл. Domain Name System, DNS) йĕркелесе хута янă.

Интернет протоколĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1. Хушма шайĕ
2. Сеансăн шайĕ/курăмлăх шайĕ
3. Транспорчĕн шайĕ
4. Эрешĕн шайĕ
5. Каналăн шайĕ

Цензура интернетре[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китай[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китайра «Аслă Китай файерволĕ» (акăл. «Great Firewall of China») ĕçлет, вăл иккĕленӳллĕ ăшлăхлă сайтсен IP-адресĕсене чаркалать. Хăйĕн пурнăçне çăмăллатас тесе, Китай правительстви провайдерсене кирлĕ мар сайтсене чарса тăма хушнă (тĕслĕхрен, BBC çĕнĕ хыпар сайчĕ).

2006 çулхи кăрлачра «Google» компани, тинех, Китайра хăйĕн шырав сайтне уçнă. Анчах та, Китай правительствипе килĕшсе татăлнипе, шырава кăштах хĕстернĕ.

Википедие Китайра чарса лартнă. Кулăшла та пулĕ, анчах Китай правительстви çак чарака «массăллă информаци хатĕрĕсене ирĕксĕрлес ĕçе пропогандăлассипе кĕрешме» туса лартнă. Тĕплĕнрех википеди пресси пирки вулăр.

Иран[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедие кĕрессине Иранра 2006 çулхи раштав, 3, халăх кăмăллакан урăх сайтсемпе пĕрле, тĕслĕхрен YouTube тата IMDb, хупса хунă. Çакна çĕршывра анăç культурин сĕмĕпе кĕрешес кампанипе çыхăннă.

Куба[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 — 2008 çулсенче Кубăра Пĕтĕм тĕнче эркшĕпе тухтăрсем кăна усă курма пултарнă, ытти граждансене çакна саккун вăйĕпе чарнă.[2]

Раççей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2007 çулхи çу, 23 Çĕн Çепĕр хула сучĕ Academ.org («Первая Миля») эрешне хăйĕн ресурсĕпе усă куракансене экстремист сайчĕсене кĕме чарнă. Прокуратурăн çу, 29 çырăвĕпе, вăл «экстремизм тĕсĕллĕ интернет-ресурсĕсене кĕме чарма пултаракан хăш виçесене йышăннă». ХФХ облаç управленипе пĕрле прокурорсем тăватă район провайдерне — «Первая Миля», «Академтелеком», «Полимекс плюс» тата «Сибирь-Телеком» — экстремистсен ресурсĕсене кĕрес тĕлпе тĕрĕсленĕ.[3]

Çурçĕр Корей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурçĕр Корейа тулаш интернетпе çыхăнтаракан канал пур, анчах та çĕршв шалĕнче веб-серверсем çук; çурçĕр корей правительствин сайчĕсене ([1] Архивленĕ 2 Чӳк уйӑхӗн 2009 çулта., [2] Архивленĕ 6 Юпа уйӑхӗн 2004 çулта.) урăх патшалăхсенче вырнаçтарнă. Çапах та, 2004 çултанпа КХДР-та анлă мар ушкăн çын валли электронлă почтă ĕçлет; пĕр интернет-кафе пур. Çав чухнех «Кванмен» çурçĕр корей шалти компьютер эрешĕ ĕçлет[4], ăна тулаш Интернетпе çыхăнтарман.

Цензура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай ҫӗршывсенче сетьсене ӗҫлеттерме пысӑк чарусем пур, урӑхла каласан, патшалӑх шайӗнче уйрӑм сайтсем (МИМИ, аналитика, экономика) е пӗтӗм сетьпе усӑ курма чару пур. Тӗслӗхсенчен пӗри "Ылтӑн щит" проект — интернет-каналти трафика фильтрацилемелли система-информаци передачисен провайдерӗсемпе пӗтӗм тӗнчери сетьсем хушшинче пурнӑҫланма пултарать.

Интернетра хӑш-пӗр правительствӑшӑн мелсӗр пулакан информаци ресурсӗсем пур пирки, юлашкисем Интернета массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек декларацилеме тӑрӑшаҫҫӗ, мӗнпур чарусемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах, Чӑннипе, Интернет-носитель, информаци хутлӑхӗ, телефон сечӗ е ахаль хут пекех. Тӗнчере Интернет сетьне хӑех ҫыхӑнтарма патшалӑх монополийӗ те тӗл пулать.

Интернет малтан хӑй тӗллӗнех аталанса пынӑ пирки ӑна патшалӑхӑн тӗнче тытӑмӗ туса хунӑ тапхӑрта ҫеҫ вӑл ӗҫленипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Халлӗхе цензура майӗсем пӗчӗк-ха, мӗншӗн тесен тӗнчери пӗр государство та шалти сетьсене тулашрисенчен пӗтӗмӗшпех ҫыхӑнтарма хӑяйман-ха. Тим Бернерс-Ли каланӑ тӑрӑх, "ку ӗҫ государствӑна тӗрӗслесе тӑнӑ чухнех пулнӑ пулсан, эпир ун пек тума пултарайман пулӑттӑмӑр".

Ҫав вӑхӑтрах нумай информаци ресурсне официаллӑ майпа цензурӑна (модерацие) вӗсем пичетлесе кӑларакан информацие официально политикӑна тата шалти правилӑсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Ку сӑмах ирӗклӗхӗн демократилле принципӗсене хирӗҫлемест.

Россия икӗ ҫул хушши (2013, 2014) ҫамрӑк усӑҫсем килӗшмен контент ҫине пӑхнӑ, ку контентра хӗҫпӑшал ҫинчен калакан информацисене, дегизи ресурсӗсене, онлайн-казинона пӗлтернӗ. Япӑх содержаниллӗ ҫӑлкуҫсем енне ҫаврӑнакан тӗнчери мӗнпур ачаран 16% Раҫҫейре пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта ку кӑтартупа Инди пулмалла, виҫҫӗмӗшӗнче-Китай.

Килӗшмен контентран усӑ куракан компьютер ҫинче фильтрсем вырнаҫтарассине хӳтӗлеме пулать.

"Интернетра цензура цензурин чи тухӑҫлӑ меслечӗ-провайдерсемпе ӗҫлени. Усӑ курма май ҫук адрессен списокне кӗртме пулать".

Интернетри цензурӑна ҫӗнтерме усӑ куракансем ытти, ирӗк панӑ ресурссем урлӑ усӑ кураҫҫӗ. Веб-проксипе прокси-серверсем, анонимайзерсемпе аноним сетьсем, RSS-агрегаторсем, ВЕБ-сервиссем (сӑмахран, Google Translate), VPN.[5]

Рунет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рунет (сасă паллисемпе, [рунэ́т] вуланать) — пĕтĕм тĕнчери Интернет эрешĕн вырăс чĕлхиллĕ пайĕ. Кĕскерех каласан, Рунет — .ru тата .su наци доменĕсен Пĕтĕм тĕнчери эрешĕн пайĕ. 1987—94 çулсем тăван Интернетшĕн паллă шутланаççĕ. Атом энерги И. В. Курчатов институчĕпе Минавтопромăн ИПК-ĕнче çуралнă профессиллĕ ăслăх эрешĕ 1990 çулхи çурла, 28 тĕнчери Интернет эрешĕпе çыхăнса хальхи раççей эрешĕсен никĕсне хывать. 1990 çулхи авăн, 19 InterNIC Тĕнче информации центрĕн хыпар базинче .su пĕрремĕш шайри домена регистрланă. Çакăнтанпа Совет Союзĕнче Интернете çул уçăлать. 1994 çулхи ака, 7 InterNIC-ра пĕрремĕш .ru раççей доменне регистрланă.

Юридически анспектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2011 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче интернет ҫыннин базовӑй правипе усӑ курма май пуррине йышӑнакан оон резолюцине йышӑннӑ. Ҫапла вара Интернетран ҫав е ытти регионсене уйӑрни ҫын прависене пӑсни пулса тӑрать.[6]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернетĕн тĕрлĕ аспекчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]