Контент патне куҫ

Итальян чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Итал чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)
Итал чĕлхи
Тӑван ячӗ: italiano, lingua italiana итлеме 
Патшалӑхсем: Итали, Сан-Марино, Ватикан, Швейцари, Словени, Хорвати, Франци, Монако, Ливи, Тунис, Эритрей, Эфиопи, Сомали, Мальта, Албани
Официаллӑ статус: Итали, Ватикан, Сан-Марино, Швейцари, ЕП
Рейтинг: 18
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Роман ушкăнĕ
Итал-роман кĕçĕн ушкăнĕ
Ҫырулӑх: латиница
Чӗлхе кочӗсем
ISO 639-1: it
ISO 639-2: ita
ISO 639-3: ita
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Проект:Лингвистика
Тĕнчере итал чĕлхин ареалĕ

Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.

Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ[1], çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.

Данте Алигьери

Лингвистика пахалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алфавит тата орфографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Итал алфавичĕ (alfabeto)
Сасă палли Пуплев Ячĕ
A a [a] (а) a
B b [b] (б) bi
С с [k], [ʧ] (к, ч) сі
D d [d] (д) di
E e [e], [ɛ] (э) e
F f [f] (ф) effe
G g [g], [ʤ] (г, дж/ж) gi
H h текста пăхăр acca
I i [i], [j] (и, й, ь)
текста пăхăр
i
L l [l] (ль) elle
M m [m] (м) emme
N n [n] (н) enne
O o [o], [ɔ] (о) o
P p [p] (п) pi
Q q [k]
qu [kw] юнашар кăна
cu
R r [r] (р) erre
S s [s], [z] (с, з) esse
T t [t] (т) ti
U u [u], [w] (у) u
V v [v] (в) vi, vu
Z z [ʦ], [ʣ] (ц, дз/ѕ) zeta
Ют çĕр сăмахĕсене çырнă чух кăна
J j [j] (й) i lungo
K k [k] (к) cappa
X x [ks] (кс) ics
W w [v] (в, у) vu doppia
Y y [i] (и, й) ipsilon, i greca

Фонетика тата фонологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уçă сасăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература итал чĕлхинчи уçă монофтонгĕсене таблицăра кăтартнă:

Итал чĕлхин уçă сассисем
Малти Вар Кайри
Çӳлти i u
Вăтам-çӳлти e o
Вăтам-аялти ɛ ɔ
Аялти a

Грамматика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Итали шкулӗнче алӑпа ҫырнӑ курсив (20-21 ӗмӗрсем)

Итал чĕлхинче:

Икĕ ăрат:аçа (maschile) тата ама (femminile). Ӳкĕмсем çук, предлогсем кăна.

Антропонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Итал ячĕсем

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. De Mauro, Tullio. Storia linguistica dell’Italia unita. Bari: Edizioni Laterza, 1963


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.