Йĕплĕ шăлан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Йӗплӗ кӗл чечек
Йӗплӗ кӗл чечек

Йӗплӗ шӑлан, е йӗплӗ кӗл чечек (лат. Rósa aciculáris) — ӳсен-тӑран.

Икӗ метр ҫӳллӗш ҫитӗнет. Ҫулҫӑллӑ тӗмсен йышне кӗрет. Кӗл чечекӗн папкисем тӳрӗ. Вӗтӗ ҫемҫе йӗпписем ҫулҫӑсем ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫулҫисем 3-15 сантиметр пулаҫҫӗ. Чечекӗсен диаметрӗ 3-5 сантиметр, вӗсем пӗрерӗн икшерӗн-виҫшерӗн те вырнаҫнӑ. Ҫеҫкисем кӗрен, хӗрлӗ тӗслӗ.

Йӗплӗ кӗл чечек ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче чечеке ларать. Унӑн ҫимӗҫӗ те ҫитӗнет. Вӑл груша евӗр е лапка та пулать, хӗрлӗ тӗслӗ. Йӗплӗ шӑлан Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗрет.