Контент патне куҫ

Сульха

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Кĕпшĕл ҫинчен куҫарнӑ)
Ку ăнлава Сĕлхе тенипе пăтраштармалла мар
Сульха (кĕпшĕл)

Сульха (кĕпшĕл) (Garrulus glandarius) - чакак пысăкăш кайăк, пирĕн тăрăхри чи хитре кайăксенчен пĕри. Курак йышне кӗрет. Кĕпшĕл вăрман кайăкĕ, ытларах юманлăхсене юратать. Питĕ шавлă кайăк. Çăмартисем (5-8) симĕсрех тĕслĕ, хăмăртарах пăчăсемлĕ. Йăвине питĕ тĕплĕ пытарать, чĕп кăларнă вăхăтра шавламасть. Юман йĕкелĕсем - вĕсен тĕп апачĕ. Хурт-кăпшанкăсене те нумай пĕтерет. Ниçта та вĕçсе каймасть. Пирĕн патрах хĕл каçать. Чăвашра вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Йышĕпе те сахал.