Казахстан
|
|||||
| Патшалăх чĕлхисем | Казах чĕлхи, вырăс чĕлхи | ||||
| Тĕп хула | Астана | ||||
| Чи пысăк хула | Алма-Ата | ||||
| Президент | Назарбаев Нурсултан | ||||
| Премьер-министр | Масимов Карим | ||||
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
9 вырăнта 2 717 300 км2 |
||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе (01.06.2008) - Йышлăхĕ |
60 вырăнта 15 658 308 5 76/км² |
||||
| Валюта ячĕ | тенке | ||||
| Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +4 пуçласа +6 таран | ||||
| Патшалăх гимнĕ | Менің Қазақстаным | ||||
| Тетел доменĕ | .kz | ||||
| Тел. префиксĕ | 7 | ||||
Казахстан (Казахски Қазақстан, рус. Казахстан) — Азире вырнаçнă патшалăх. Раççей Патшалăхĕпе, Китайпа, Киргизипе, Туркменипе, Узбекистанпа çуммăн вырнаçнă.
Тупмалли
Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕр пичĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Казахстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çеç сăртсемпе тусем курăнаççĕ. Киргизипе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Казахстанăн çурçĕр пайĕ Анăçри Çĕпĕр тӳремне йышăнать.
Çанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пуçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пуçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.
Шыв-шур[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем
Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕреççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çурçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕреççĕ).
Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1999 çулхи çырав тăрăх Казахстанра 14 953 пин çын, 131 тĕрлĕ халăх пурăннă. Казахсем халăх йышĕнче 53,4% шутланаççĕ, вырăссем — 1/3 пайĕ таран. Çавăн пекех нумайăн украинсем, нимĕçсем, тутарсем, корейсем пурăнаççĕ.
Казахстан облаçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Акмулла облаçĕ
- Актюбинск облаçĕ
- Атырау облаçĕ
- Хĕвелтухăç Казахстан облаçĕ
- Жамбыл облаçĕ
- Хĕвеланăç Казахстан облаçĕ
- Караганда облаçĕ
- Кустанай облаçĕ
- Кзыл-Орда облаçĕ
- Мангистау облаçĕ
- Павлодар облаçĕ
- Çурçĕр Казахстан облаçĕ
- Кăнтăр Казахстан облаçĕ