Контент патне куҫ

Казючиц Анна Юрьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Казючиц хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анна Казючиц
Çуралнă чухнехи ят Анна Юрьевна Казючиц
Çуралнă вăхăт 1983 çулхи çĕртме, 10-мĕшĕ(1983-06-10)[1] (42 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх Беларуç
Професси XX -XXI ĕмĕрсенчи беларус, раççей актриси
Карьера 1997 — хал. вăх.
IMDb ID 2804795
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Анна Юрьевна Казючиц (бел. Ганна Юр'еўна Казючыц; çĕртме, 10 1983, Норильск, Таймырти Долган-Ненец районĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР) — раççей тата беларус театрпа кино актриси.

Анна Казючиц 1983 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче Норильскре çуралнă. Ашшă — актёр Юрий Николаевич Казючиц (1959—1993), амăшĕ — врач-терапевт Надежда Казючиц. Йăмăкĕ — Татьяна Казючиц (1986 çур.) — юрăç, 2004 çулта «Раççей» телеканалĕнче «Народный артист-2» проектра çурмафинала тухнă, тата актриса, 2009 çулта Щукин ячĕллĕ театр вĕрентĕшĕнче вĕренсе тухнă.

Норильскран мĕнпур çемьипех Красноярска куçнă, каярах Минска кайнă.

1996 - 2000 çулснче Анна Минск хулинче М. Горький ячĕллĕ наци академи драма театрĕнче тата Киноактёр театр-студире ĕçленĕ.

1999 çулта 16 çул тултарсан Щукин театр вĕрентĕшне пĕлӳ пухма кĕнĕ, 2004 çулта вĕренсе тухнă (пулт. ертӳçи Евгений Князев).

Вĕренӳ хыççăн Мускавра пурăнать.

  • «Гамлет» Шекспира — Офелия
  • «Щелкунчик» — Мари
  • «Раскiданае гняздо» — ташлакан русалочка
  • «Клоун и бандит» — Наташа

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сасă кĕртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăкла фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Çуратакансем Анна ят панă, анчах та беларус паспортĕнче «Ханна» (беларусла евĕр) çырнă[2].
  • 9 çулта илемлĕ гимнастикăпа хăтланнă, çапах та актриса пулас тенĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. IMDb (англ.) — 1990.
  2. Интервью с Анной Казючиц 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.