Контент патне куҫ

Туртăм категорийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Камăнлăх ҫинчен куҫарнӑ)

Туртăм категорийĕ е камăнлăх категорийĕ — асăннă япала камăнне, мĕнĕнне, камсенне, мĕнсенне аффикспа палăртакан категори (форма).


1-мĕш сăпат        (ман) кĕрĕк-ĕм, лаша-м             (пирĕн) кĕрĕк-ĕм-ĕр, лаша-м-ăр

2-мĕш сăпат        (сан) кĕрĕк-ӳ, лаш-у                    (сирĕн)кĕрĕк-ĕр, лаш-ăр

3-мĕш сăпат        (ун) кĕрĕк-ĕ, лаш-и                     (вĕсен) кĕрĕк-ĕ, лаш-и

Асăннă япалан туртăмне палăртнă чух умĕн тивĕçлĕ ылмаш (3-мĕш сăпатра — тепĕр япала ячĕ те) пуласса та, пулмасса та пултарать. Анчах та çав ылмаш пур чухне хайхи туртăм аффиксĕ 1-мĕш е 2-мĕш сăпатра пит кирлех те мар иккен[1]. Ытти (чăваш мар) тĕрĕк чĕлхисенче туртăм аффиксĕ çавăн пек тухса ÿкме пултараймасть.

Туртăм аффиксĕ чăваш чĕлхинче 3-мĕш сăптара та тухса ÿккелет. Анчах та вăл пуламăн сăлтавĕсем урăхларах.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Левитская Л.С. Историческая морфология чувашского языка. М., "Наука". 1976. — С.14.