Контент патне куҫ

Канаш районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Канаш районӗ ҫинчен куҫарнӑ)
Канаш районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрӗ Канаш хула
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1927, авăн, 5
Район администрацин пуçлăхĕ Егоров Анатолий Николаевич
Официаллӑ чӗлхе чăвашла, вырӑсла
Пурӑнан халӑх (2016)
36 254 (2,93% %, 2-мĕш вырăн)
Йышлӑх 36,95 ҫын/км²
Наци йышӗ чăвашсем - 97%
Лаптӑк 981,21[1] км² (5,4% %, 7-мĕш вырăн)
Канаш районĕ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ

MSK (UTC+3)

Телефон кочӗ +7 83533
Почтӑ индексӗсем 429240
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Канаш районӗн схеми

Кана́ш райо́нĕ (выр. Канашский район) — Чӑваш Енӗн (РФ) администрациллӗ-территориллӗ виҫи тата муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ район)

Район территорийӗ Чӑваш Енӗн варринче вырнаҫнӑ. Тытӑма 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче туса хунӑ. Ҫурҫӗр енче Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсемпе, хӗвелтухӑҫ енче Вӑрмар тата Тӑвай районӗсемпе, кӑнтӑр енче Комсомольски тата Йӗпреҫ районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енче Вӑрнар районӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Лаптӑкĕ 981,4 км2 танлашать, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 35 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енелле 25 ҫухрӑм тӑршшӗ.

Администраци Шупашкартан 84 ҫухрӑмра ларакан Канаш хулинче вырнаҫнӑ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕнче районта пурĕпе 43,7 пин çын пурăннă, 97% — чăвашсем. Халăх йышлăхĕ — 47 çын/тв. çх. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче, вăтамран илсен, 462 çын пурăнать.

Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шахасан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика шайĕнче). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата аякри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.

Администрациллĕ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]