Карл III (Аслӑ Британи королӗ)
Карл III (Чарльз Филипп Артур Джонс, 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — Пӗрлешнӗ Корольлӗхӗн тата Тус-йышлӑх корольлӗхӗсен королӗ.
Карл — хӗр королӗн Елизавета II-ӗн тата Эдинбург герцогӗн принцӗн Филиппӗн аслӑ ывӑлӗ. Вӑл хӑйӗн кукаҫин Георг VI-ӗн король вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, тата 1952 ҫулта хӑйӗн амӑшӗн хӗр королӗ пулса тӑнӑран Карл корона эткерӗ пулса тӑнӑ та. 1958 ҫулта вӑл Уэльс принцӗ ятӗнче лартнӑ, 1969 ҫулта хисеплӗ церемони пулнӑ. Англин Чиам тата Гордонстаун шкулӗсенче вӑл вӗренӳ илнӗ, унтан вара Австралин Виктори штатӗнчи Джилонг шкулӗнче Тимбертоп кампусӗнче вӗреннӗ. Кембридж университетӗнче истори степенӗпе вӑл 1971-1976 ҫ. король ҫар-сывлӑш вӑйӗсенче те король флотӗнче хӗсметре пулнӑ. 1981 ҫулта вӑл ледипе Диана Спенсерпе мӑшӑрланнӑ, вӗсен икӗ ывӑл ҫуралнӑ: Уильям тата Гарри. 1996 ҫулта нумай ҫул пайланнӑ пурӑннӑран тата мӑшӑрлану тулашӗнчи ҫыхӑнусем ҫинчен нумай илтӳсенчен Карлпа Диана уйрӑлнӑ. Пӗр ҫултан автомобиль инкекне пула Диана вилнӗ. 2005 ҫулта Карл унӑн кивӗ паллӑ хӗрарӑмпа Камилла Паркер Роузпа мӑшӑрланнӑ.
Корона эткерӗ пек, Карла унӑн амӑшӗ ятӗнчен тата Пӗрлешнӗ Корольлӗх ятӗнчен тӗрлӗрен ютҫӗр килнисен вӑхӑтӗнче официаллӑ ӗҫсем тунӑ. 1976 ҫулта вӑл «Prince Trust» фонд туса хунӑ, «The Prince's Charities» йӗркеленӳ никӗсленӗ тата ытти 800 ытла ыр кӑмӑллӑх организациӗсем йӗркеленӗ тата вӗсене пулӑшнӑ. Вӑл историллӗ ҫуртсем сыхланишӗн тата пӗрлӗхри йӑла архитектури кирлӗлӗхӗшӗн пулнӑ, кун валли вӑл эксперимент тунӑ: Паундбери хули. Вӑл Корнуолл герцоглӑхӗн ертсе пыракан вӑхӑтӗнче органика ҫӗр хуҫалӑхӗ пулӑшнӑран тата климат улшӑнӑвӗпе ҫапӑҫӑва килӗшнӗрен нумай тӗрлӗрен чысланисемпе мухтавлӑх илнӗ. Карл генетикӑллӑ модификациленӗ продуксене хирӗҫ пулнӑ, альтернативлӗ медицинӑна пулӑшнине пула ӑна критикленӗ. Вӑл 17 кӗнеке авторӗ е пӗрле авторӗ.
2022 ҫулта Елизавета II-ӗн, Карлӑн амӑшӗн вилнинчен вӑл Аслӑ Британи тата Ҫӗрҫӗр Ирланди Пӗрлешнӗ Корольлӗхӗн королӗ пулса тӑн. Ҫитмӗл виҫҫӗмӗш ҫулта король пулса тӑрса ку ӗҫе вӑл чи аслӑ ҫын пулса тӑнӑ, Аслӑ Британи историнчи вӑл эткер ӗҫӗнче тата Уэльс принцӗ ӗҫӗнче чи нумай вӑхӑт пулнӑ. 2023 ҫулта Карл III коронацийӗ пулнӑ, 2024 ҫулта рак чирӗ, 2025 ҫулта унӑн тӑванӗн Эндрю пур юлнӑ король титулӗсенчен кӑларни.
Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 3 4 5 Katalog der Deutschen Nationalbibliothek (нем.)
- ↑ Charles, prince of Wales // Encyclopædia Britannica (англ.)
- ↑ Lundy D. R. Charles Philip Arthur George Windsor, Prince of Wales // The Peerage (англ.)
- 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 HRH The Prince of Wales | Prince of Wales — 2020.
- 1 2 3 4 5 6 7 8 9 Kindred Britain
- 1 2 Lundy D. R. Charles Philip Arthur George Mountbatten-Windsor, Prince of Wales // The Peerage (англ.)
- ↑ Page 1003 | Supplement 41948, 5 February 1960 | London Gazette | The Gazette
- ↑ Coronavirus: Prince Charles tests positive but 'remains in good health (англ.) — 2020.
- ↑ Prince Charles tests positive for coronavirus, displaying 'mild symptoms' (англ.) — 2020.
- ↑ Meierhans J. Covid: Charles met Queen two days before testing positive (англ.) — 2022.
- ↑ Coughlan S. King Charles III diagnosed with cancer, Buckingham Palace says (англ.) — 2024.
- ↑ DACS register
- ↑ ADAGP directory
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- The King at the Royal Family website
- King Charles III at the website of the Government of Canada
- Charles III at the website of the Royal Collection Trust
- Страницы с ошибками скриптов
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Чӳкĕн 14-мĕшĕнче çуралнисем
- 1948 çулта çуралнисем
- Википедия:Биографии современников
- Мăн Лондонра çуралнисем
- Виндзорсем
- Хисеплӗ легион орденӗн Мӑн хӗресӗн кавалерӗсем
- Универсаллӑ карточкӑпа усӑ курнӑ статьясем
- Википедия:Карточки без параметров
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Политиксем, алфавитпа
- Аслă Британи