Контент патне куҫ

Категорине сӳтсе явмалли:Вӑрҫӑ ӗҫӗ облаҫӗнчи ӑсчахсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Категорине сӳтсе явмалли:Вăрçă ĕçĕ облаçĕнчи ăсчахсем ҫинчен куҫарнӑ)
Юлашки сообщени: 1 уйӑх каялла Ellodanis5 ҫырнӑ

Ялан Вăрçă та Вăрçă тесен, паллах Вăрçă тапранатех. Вăрçă текен сăмахпа яланах асăрханса усă курнă. Асăрханмалла та. Ку — содержани тулашĕнчи шухăш тейĕпĕр. Анчах та кунашкал контекстра Вăрçă тенине пусахласах чиксе хуни содержани енчен те йăнăш. Мĕншĕн тесен Вăрçă ĕçĕ Вăрçă Вăхăтĕнче çеç пулма пултарать. Вăрçă пур — Вăрçă ĕçĕ те пур. Вăрçă çук — Вăрçă ĕçĕ те çук. Анчах та кунта пуплеВĕ пĕтĕмпех кăнттам. Облаç тенине кунта мĕншĕн чиксе хунă. Мĕн тума кирлĕ у? Мĕншĕн ăсчах? Мĕншĕн, ху каланă пек, ăслăхçă мар. Ху кĕртен сăмаха, хăВах унран пăрăнан. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:17, 16 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Вăрçă яланах пулнă. Хăçан пĕтет вăл шухăшласа пуçа çĕмĕрекен философ чылай пулнă. Армейская операция/Çар операцийĕ — çар вăйĕпе тумалли ĕç. 1 çар шутне тĕрлĕ тĕсĕнче 2-3-4 дивизи (2-3 корпус) кĕрет. Фронтовая операция/Фронт операцине тумашкăн фронтри дивизисем/корпуссем/çарсем хутшăнаççĕ. Военная операция вăрçă операцийĕ. Армейская дисциплинаçарти дисциплина. Воинская дисциплинаçарçăсен дисциплини. Нумай çырсан, политика çине кĕрсе кайăпăр. Пирĕн кунта энциклопеди-хе. ru:Общевойсковая армия. Ун пек тĕслĕхсем нумай, сăмахран, искусство — арт(ист)/ӳнер(çĕ). Мистификаци кирлĕ мар — пулăшмасть. Viktor (сӳтсе явни) 17:36, 16 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Йÿтенĕ Трамп (те савăнмалла, те хурланмалла ку тĕлĕшпе?) çапла йышăну тунă: Пентагон переименовали в Министерство войны. А эсĕр вара, Виктор, Трампран та ирттертĕр. Тĕнчери мĕнпур çар тытăмĕсене «вăрçă» тесе ят хутăр. Анчах та пĕр нюанс: вĕсен хушшинче хальхи Пентагона уйăрса илме те май çук. Паллах, сирĕнни хыçççăн кайсан. Вăрçă яланах кирлĕ текелесе мухтанма кирлĕ мар-тăр. https://realnoevremya.ru/news/367385-pentagon-pereimenovali-v-ministerstvo-voyny --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:02, 16 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Вырăс чĕлхинчи «Военный (-ая, -ое)» сăмах, пулу тĕлĕшпе «Война» сăмахпа çыхăннă пулсан та, пĕлтрĕшĕпе тахçанах йăшнă. Çавăнпа та аВă, Трамп йÿтенине пула, Америкăра «çĕнĕ ят илнĕ йĕркелĕме», Военное министерстВо темеççĕ, Министерсто Войны теççĕ. Вырăс чĕлхинчи военный сăмах чăвашла вăрçă тесе мар куçăнать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:27, 16 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Тавлашас вырăнне тулли статья çырасчĕ. Viktor (сӳтсе явни) 18:46, 16 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Ия. Ĕмĕрĕпе çар ĕçĕ тенĕ те, халь вара çавна, йÿтенĕ Трмпран та ирттерсе, вăрçă ĕçĕ темелле иккен. Аптриш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:02, 17 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла