Категорине сӳтсе явмалли:Пĕрлĕ Раççей
Тема хушМĕнле кăна сăмах çуралман-ши халиччен пĕр сăмах никĕсĕ çинче! Тем те пур! Анчах та пĕрлĕ тени çук. Хунарпа шырасан та тупаймастăн. Ну юрĕ, пĕр неологизм тейĕпĕр. Анчах та шутласа пăхмалла вĕт: Мĕншĕн халиччен никамăн та «пĕрлĕ» теме ăс çитмен? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:55, 5 Чӳк уйӑхӗн 2024 (UTC)
"Пĕр" текен тымартан пулнă хăшпĕр сăмахсем
[кодне тӳрлет]Пĕрле — вместе
Пĕрлĕх — единство, общность, общество,
Пĕрлехи — совместный (Пĕрлехи Раççей — совместная Россия)
Пĕрлелĕх (сăмахран: пĕрлелĕх падежĕ) — совместность ( леш падеж — совместностный падеж)
Пĕрлĕхлĕх — общественность, общность (вăйлатса каласан)
Пĕрлĕ — ниçта та çук
Пĕрлелĕх — сообщество, состояние общности
Пĕрлĕхлĕ — единый, общий
Пĕрлĕхле — единый, общий
Пĕрли — тот, который вместе (анчах та эпитет пек усă курăнмасть)
Пĕрлев — союз (анчах та Ашмарин кунта хăй иккĕленсе тăнине кăтартать) Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:28, 5 Чӳк уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Иккĕлеленмеллисем нумай çав, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе çырнă пьесăсем, романсем, калавсем, сăвăсем сахаллансах пыраççĕ. Кулленхи пурнăçра кирлĕ тĕслĕхсене самантрах шутласа кăларма тивет. Viktor (сӳтсе явни) 17:32, 5 Чӳк уйӑхӗн 2024 (UTC)