Контент патне куҫ

Категорине сӳтсе явмалли:Раççей Федерацин орденĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мĕн парать чĕлхе йĕркени пăсни? <<Раççей Федераци>> текен ăнлав çук. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:29, 13 Нарӑс уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Изафет

[кодне тӳрлет]

Изафет вӑл кирек мӗнле тӗрӗк чӗлхисен уйӑрайми йӗрки. "Изафет сӑнчӑрӗсем" (выр. изафетные цепи). Раҫҫей Федерацийӗн орденӗсем е Раҫҫей Федерацийӗ орденӗсем.

Max Tenche (сӳтсе явни) 17:27, 10 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Изафет мар, туртăм категорийĕ е камăнлăх категорийĕ

[кодне тӳрлет]

Туртăм категорине лингистикара Изафет тени (Изафет II) чăнах та тĕл пулать. Анчах та эп çакна хирĕç те ăна ăнăçсăр япала тесе шутлатăп. Анчах та ĕç мĕнле ят панинче мар вĕт. Çав вăхăтрах ăнăçсăр ят та çынна пăтраштарма пултарать. Изафет вăл — Чул юпа, Тимĕр шалча, Йывăç кĕреçе йышши майлашусем (Изафет I). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:44, 10 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Кунта 2-мӗш е 3-мӗш изафет пулма пултарать, ҫапла мар-и?, 1-мӗш изафете часах мар усӑ кураҫҫӗ (ахаль конструкцинсенче кӑна) Max Tenche (сӳтсе явни) 17:53, 10 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Туртăм категорийен пĕрреллĕ хисепри виççĕмĕш сăпачĕ. Сăпатлану пур кунта. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:57, 10 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Манăн Федерацийĕм, Санăн Федерацийÿ, Унăн (Раççейĕн) Федерацийĕ, Пирĕн Федерацийĕмĕр, Сирĕн Федерацийĕр, Вĕсен Федерацийĕ. Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш (яланах мар) сăпатсенче туртăм аФФиксне катертме те пулать, Виççĕмĕш сăпатра — юрамасть. Май çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:04, 10 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла