Категорине сӳтсе явмалли:Театр, ĕмĕрсемпе
Тема хушКурӑнакан калӑплав
Юлашки сообщени: 2 ҫул каялла Viktor ҫырнӑ
Çакăнта, пĕр-пĕр черетленÿ пирки пулсан, ĕмĕрсемĕн темелле. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:07, 10 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тĕплĕн тӳрлетме вăхăт пур-и? Viktor (сӳтсе явни) 09:24, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Манпа ҫыхӑн та тӳрлетсе тухӑпӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:31, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чăннипе каласан, кунта «Театр, ĕмĕрсемпе» тени те аванах каять. Анчах та, ман шутпа, «Театр, ĕмĕрсемĕн» тени лайăхрах. Ахăртнех, хăшĕ-пĕри: "чăвашла ун пек каламаççĕ," — теме пултарĕ. Калаççĕ. Акă Пётр Осиповăн «Çырусемĕн юрату» ятлă пьеса пур. Ăна вырăсла та куçарнă, «Любовь до востребования» тенĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Икĕ çын пĕр-пĕрне çырусем ярса тăраççĕ, кашни çырăвĕнчех
юрату.... --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:07, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ман шутпа, мĕн пуррисене çаплах хăвармалла, çĕнĕрен çавнашкаллисене тăвас пулсан, халь сĕннĕ варианта ямалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:10, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ячӗсене йӗркелесен те «Театрсем» пулмалла — категоринче пӗр театр кӑна мар-ҫке. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:11, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Театр вăл уйрăм объект çеç мар, пĕтĕмлетсе калани те. Ну, ку тĕслехре, тен, урăхла пуль. Анчах та категорие мĕн валли ăстални тÿрех паллă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:45, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Итлĕр-хе, кунта эпир çак категорисене (шырав системисенче категорисене лартни статьяна хăвăрт тупма пулăшать!) сӳтсе-явса вăхăта сая яратпăр. Категорисем ытларах редакторсем, шырав системисем валли — вулакансене ытла кирлех мар. Вырăс уйрăмĕнче дискуссисем иртнĕ, унтине янтă формине илетпĕр те кунта хамăра кирлипе майлаштарса вырнаçтаратпăр (Вырăсла калаççĕ: Лучшее — враг хорошего. Перфекционизм — чун-чĕм (психика) чирĕ.). Сывлăш çавăрса илсе шухăша кăштах пăрмашкăн хӳреллĕ пăнчăна лартнă. Апла малалла кайсан, ма вара çын пирки çырнă чухне хӳреллĕ пăнчă лартмалла (Вырăсла çыракансем анкăлсенчен илнĕ, пулас). Театр кунта урăх пăçтаçĕнче/сăнарĕнче/форминче (актёрсен килĕ, ӳнер тĕсĕ, культурăри пулăм, çавăнпа нумайлă хисеп кирлĕ мар.). Viktor (сӳтсе явни) 11:06, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)