Контент патне куҫ

II-мĕш Кир

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Кир II ҫинчен куҫарнӑ)
Аслă Кир II

Кир II е Аслă Кир — (авалхи перси чĕлхипе Куруш, — Kuruš, Κῦρος), (пирĕн эрăччен 590—530 ç.ç.) — Ахеменидсен Перси империне никĕслекенĕ, Камбиз I ывăлĕ.

Аслă Кир тупăкĕн çурчĕ. Пасаргад ишĕлчĕкĕсем, Иран, халĕ ЮНЕСКО Пĕтĕмтĕнчери кăнарлăхĕ шутĕнче (2007).

Кирăн амăшĕ митисен Иштувегу (Астиага) патшин хĕрĕ пулнă. Кир вара пирĕн эрăччен 550 çулта аслашшĕне хирĕç пăлхав çĕкленĕ, виçĕ çул вăрçнă хыççăн çĕнтерӳ туяннă. Ăна çак кĕрешӳре митисен ятлă-сумлă çыннисем пулăшу панă. Çакăн хыççăн, Кир Иран туçийĕнчи пĕтĕм çĕрĕсене пухса пĕрлештерет. Анчах йĕркеленсе чăмăртаннă Перси патшалăхне хирĕç кӳршĕ çĕр-шывсен пĕрлĕхĕ тухнă: Лидия патши Крёз, Египетăн фараонĕ Амасис II Çĕнĕ Вавилон патши Набонид . Çавах та Кир хăйĕн тăшманĕсене пĕрин хыççăн теприне çапса çĕмĕрнĕ. Лидия патшалăхĕн тăрăнĕ Крёз (пирĕн эрăччен 560—546 çулсем) пуян пулнă, ăна перссем пирĕн эрăччен 546 çулта çĕнтернĕ. Кĕрĕс тыткăна лекнĕ, Кир ăна хăйĕн канашçĕ вырăнне лартать; перс патши хăйне парăннă çынсемшĕн аслă ырă пулнă. Пирĕн эрăччен 540 çулта (Вавилон) хирĕç тухнă. Ун чухне Набонид патша арави оазисне Теймăна пирĕн эрăччен 549 çулта тухса кайнă пулнă, хăй вырăнне ывăлне — Валтасара хăварнă. Пирĕн эрăччен 539 çулхи юпа, 12 çĕрле Вавилон, авалхи историн чаплă хули, перси çарĕсен тапăнăвне чарса тăрайман — пуçне тайма тивнĕ. Кивĕ Халалта та çакăн çинчен çырса кăтартнă. Хулана чее меслетпе туртса илнĕ. Çĕрле Вавилонпа юнашар юхан шывăн юхăмне урăх еннелле куçарнă: шывсăрланнă шыв урлă сасартăк каçса, перссем хулана кĕрсе кайнă. Кир вара Вавилон патши пулса тăрать.


Камбиз II хыççăн астула Кир ларнă. Патша пулас шутпа вăл хăйĕн тăван пиччĕшне — кăнар тиккине — Партие вĕлерет. Унӑн виллине массагетсене тавӑрса панӑ та аслашшӗсене пытарнӑ ҫӗре леҫнӗ, Пасаргадына. Мургаб çумĕнче (Кирăн авалхи Пасаркат тĕп хули çывăхĕнче) халиччен те Кирăн çурт евĕр чуллă тупăкĕ пур, ун çине патшан сăнне ӳкернĕ тата çапла çырнă: «Эпĕ Ахеменид, Кир патша». Македони Александрĕ тапхăрĕченех унта патшан вили сыхланса юлнă, пĕрмай ялкăш кăвайт çуннă. Эксемер Индине харçăпа тухсан, ахăр самана (анархи) тапранса кайнă, вăрăсем тупăка ухтарса çаратнă. Македони çарпуçĕ таврăнсан, тустаракансене айăпласа вилĕме янă. Тепĕр тесен, вăрă-тустарçăсем тупăкра нимĕнле хаклă япаласене тупайман, çак этеплĕх Алексантăра питĕ тĕлĕнтернĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]