Тупа (фильм, 1946)
| Тупа | |
| Клятва | |
| Жанр | драма |
|---|---|
| Режиссёр | Михаил Чиаурели |
| Сценари авторĕ |
Михаил Чиаурели Пётр Павленко |
| Тĕп рольсенче |
Михаил Геловани Александр Хвыля Софья Гиацинтова Николай Боголюбов Николай Плотников Тамара Макарова Владимир Балашов Максим Штраух Василий Меркурьев Алексей Грибов |
| Оператор | Леонид Косматов |
| Композитор | Андрей Баланчивадзе |
| Кинокомпани | Тбилисси киностудийĕ |
| Патшалăх |
|
| Çул | 1946 |
| IMDb | ID 0038673 |
Тупа (выр. Клятва) — Михаил Чиаурели режиссёр Тбилиссири киностудире ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ. Совет сталинианин витĕмлĕ тĕслĕхĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шартлама хĕлле, çĕнĕ 1924 çул çитес умĕн Степан Петров большевик Ольга хĕрĕпе çеçенхирпе Царицына пырать. Çул çинче вĕсене кулаксен банди хăваласа çитет те Степана вĕлереççĕ. Вилес умĕн вăл хăйĕн Варвара арăмне В. И. Ленина кулаксен тискерлĕхĕ пирки каласа кăтартнă çырăва парать. Варварăпа Ольга çуран Мускава утса çитеççĕ, унтан вĕсем ытти ходоксемпе (?) пĕрле Горкине каяççĕ. Интернационаллă ушкăн (украин Баклан, грузин Георгий, узбек Юсуп) Горкине çитеççĕ, Ленин вилнине пĕлеççĕ те хытă хуйхăраççĕ.
Правительствăри хăшпĕр пайташсем (Бухарин тата Каменев) Ленин планĕсене тепĕр майлă тăвасшăн хăтланаççĕ, анчах та ытларахăшĕ (Дзержинский, Микоян, Ворошилов) Сталин тавра чăмăртанаççĕ. Иосиф Виссарионович Хĕрлĕ лапамри трибуна çине хăпарса Ленин халалĕсене пурне те чыспа пурнăçа кĕртмешкĕн тупа тăвать, çакăн хыççăн Варвара Петрова ăна çыру парать.
Сергей Петров пĕрремĕш совет тракторĕ çинче Хĕрлĕ лапама çитет, унăн таврашĕнче индустриализаци пирки дискусси пуçланать, Сталин двара Бухарина тавăрса ярать те Ленинăн «çĕр пин трактор» халалне пурнăçа кĕртме чĕнет.
Каярах аслă ывăлĕ, Александр Петров — Атăл çинчи мăн стройкăн — Сталинградри трактор савучĕн — ертӳçи пулса тăрать. Сиен кӳрекен тăшмансем чĕртсе яраççĕ, çавăнта Ольга Петрова сарăмсăр вилет.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, Варвара Михайловна хăйĕн ачисене тăван çĕре хӳтĕлеме ярать. Кĕçĕнни Мускаври çарсен чӳкри парадĕнче тупа тăвать, асли танксен колоннипе Сталинград савутĕнчен тӳрех фронта тухсать те пуçне хурать. Вăрçă хыççăн Кремльти Георгий залĕнче Петрова иккĕмĕш хутчен Сталинпа тĕлпулать. Сталин ăна Тăван çĕршыв ятĕнчен ăна тав тăвать.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Михаил Геловани — Сталин
- Алексей Грибов — Ворошилов
- Николай Коновалов — Калинин
- Роман Юрьев — Андрей Жданов
- Николай Рыжов — Каганович
- Г. Мушегян — Анастас Микоян
- Виктор Миронов — Молотов
- Александр Хвыля — Будённый
- Фёдор Блажевич — Жуков
- Георгий Бельникевич — Киров
- Софья Гиацинтова — Варвара Михайловна Петрова
- Николай Боголюбов — Александр Петров / Степан Петров
- Дмитрий Павлов — Сергей Петров
- Светлана Боголюбова — Ольга Петрова
- Николай Плотников — Иван Ермилов
- Тамара Макарова — Ксения
- Владимир Соловьёв — Семён Рузаев
- Сергей Блинников — Баклан
- Георгий Сагарадзе — Георгий
- Павел Исматов — Юсуп Тургунбаев
- Владимир Балашов — Анатолий Липский
- Илья Набатов — Жорж Бонне
- Николай Чаплыгин — Джонсон, британ журналисчĕ
- Максим Штраух — Роджерс, американ журналисчĕ
- Владимир Марута — Кайзер
- Владимир Гайдаров — Фридрих Паулюс (титрта çук)
- Василий Меркурьев — генерал Воронов (титрта çук)
- Эммануил Апхаидзе — Папанин (титрта çук)
- Николай Горлов — нимĕç офицерĕ (титрта çук)
- Аркадий Цинман — Парисри совет элчелĕхĕн ĕçлевçи (титрта çук)
- Евгений Григорьев — рабочий
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Режиссёр - Михаил Чиаурели
- Сценарист - Михаил Чиаурели
Пётр Павленко - Композитор - Андрей Баланчивадзе
- Оператор - Леонид Косматов
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1946 — Тĕнчери Венециан кинофестивалĕ — тĕнчери критиксен жюрин ятарлă асăнăвĕ.
- 1947 — I степеньлĕ Сталин премийĕ .
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Клятва»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- «Клятва» на сайте «Энциклопедия отечественного кино»
Михаил Чиаурели фильмĕсем |
|
|---|---|
Первый корнет Стрешнев (1928) • В последний час (1929) • Саба (1929) • Хабарда! (1931) • Юлашки маскарад (1934) • Арсен (1937) • Великое зарево (1938) • Георгий Саакадзе (1943) • Тупа (1946) • Падение Берлина (1949) • Асран кайми 1919-мĕш çул (1951) • Мăн каçару (1953) • Отарăн тăлăх арăмĕ (1957) • Пĕр хĕр çинчен калани (1960) • Генерал тата маргариткăсем (1963) • Халь урăх самана (1965) |
- Фильмсем, алфавитпа
- 1946 çулхи фильмсем
- Михаил Чиаурели фильмĕсем
- ССРП 1946 çулхи фильмĕсем
- Тбилисси киностудин фильмĕсем
- Фильмсем:Персонаж:Иосиф Сталин
- Фильмсем:Персонаж:Георгий Жуков
- ССРП хура-шурă фильмĕсем
- Фильмсем:Персонаж:Клим Ворошилов
- Фильмсем:Персонаж:Семён Будённый
- Фильмсем:Персонаж:Михаил Калинин
- Фильмсем:Персонаж:Феликс Дзержинский
- ССРП пропаганда фильмĕсем
- Фильмсем:Персонаж:Сергей Киров