Ковалёв Валерий Валерьевич
| Ковалёв Валерий Валерьевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1970 çулхи ака, 24-мĕшĕ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | Нойруппин, Потсдам, ГДР |
| Вилнĕ вăхăт | 2021 çулхи раштав, 31-мĕшĕ (51 çул) |
| Вилнĕ вырăн | Мускав, РФ |
| Гражданлăх |
|
| Пăхăнулăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçе илекен | |
Вале́рий Вале́рьевич Ковалёв (24.4.1970, Нойруппин, Потсдам, ГДР — 31.12.2021, Мускав, РФ) — раççей википедисчĕ тата усламçи, чи пысăк раççей интернет-лавккисенчен [1] — Холодильник.ру — пĕри. Forbes рейтингĕпе, 2014 çулта Валерий Ковалёв ертсе пынă компани Раççейри интернет-лавккасем хушшинче 6-мĕш вырăнта (тупăш — 310 миллион АПШ долларĕ) пулнă.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1970 çулхи акан 24-мĕшĕнче Нойруппин хулинче (ГДР) Анăçри çарсен ушкăнĕнче хĕсметре тăнă Валерий Иванович Ковалёв (12.12.1946 — 05.01.2004) вăрçă пилочĕ килйышĕнче çуралнă[2]. Ашшĕн хĕсметре тăтăшах куçса çӳремелле — Комсомольск-Амур çинчи хуларан Тбилисине çити — пулнă. Çапла, Валерий улăштарса тăватă шкулта пĕлӳ илнĕ.
1987 çулта Мускаври авиаци институчĕн «Самолёт- тата вертолёт тăвасси» факультетне вĕренме кĕнĕ, 1994 çулта вĕренсе тухнă.
Википедири ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2016 çултанпа[3] 2021 çулхи раштавăн 30-мĕшĕччен Вырăс Википедине NoFrost никпе хутшăннă[4] (2020 çулхи пушăн 13-мĕшĕччен НоуФрост никпе усă курнă[5]).
7 «çулталăкри статья», 7 «çулталăкри альтернативлă статьясен», 20 «суйланă», 11 «лайăх», 22 «паха» статья тата 27 «суйланă» ят-йышсен пĕччен тата пĕрлехи авторĕ. 2017, 2018 тата 2019 çулсенчи Вики-премисен лауреачĕ[6]. Викимедиа РУ ĕçтăвакан директорĕ Станислав Козловский каланипе, Википедие Ковалёв «нумай питĕ паха статья çырса кĕртнĕ»[4][7][8].
Вилĕм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускавра çивĕч коронарлă çитменлĕхне пула вилсе кайнă[9].
2022 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Солнечногорск районĕн Перепечино çăвинче, ашшĕн вилтприпе юнашар, пытарнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокРейтингне указан текст - ↑ Ковалёв Валерий Иванович. Испытатели (2021-04-26). Тĕрĕсленĕ 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- ↑ В. Ковалёв вырăс Википединче 2012 çулта хăйне регистрациленĕ, анчах та хатаррăн ĕçлеме 2016 çулхи нарăсăн вĕçĕнче кăна тытăннă.
- 1 2 Умер основатель Holodilnik.ru Валерий Ковалёв. ТАСС (2022-01-05). Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- ↑ Журнал переименований — Участник: НоуФрост
- ↑ Скончался один из авторов русской «Википедии» Валерий Ковалёв — NoFrost, «Фонтанка.ру» (2022-01-05). Тĕрĕсленĕ 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- ↑ Варвара Кошечкина Умер один из авторов русскоязычной «Википедии». Lenta.ru (2022-01-05). Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- ↑ Сергей Тепляков, Татьяна Романова Умер основатель Holodilnik.ru Валерий Ковалев. Forbes (2022-01-05).
- ↑ Юлия Котова, Татьяна Романова Holodilnik.ru назвал причину смерти основателя компании. Forbes (2022-01-05). Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Спиридонов М. Ю. Рунетология. Кто управляет русским Интернетом? / под ред. А. Митрохина. — М.: Манн, Иванов и Фербер, 2012. — ISBN 978-5-91657-303-9
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Акан 24-мĕшĕнче çуралнисем
- 1970 çулта çуралнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Нойруппинре вилнисем
- Раштавăн 31-мĕшĕнче вилнисем
- 2021 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Мускаври авиаци институтĕнче вĕренсе тухнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Раççейри тытăмлавçăсем
- Раççейри усламçăсем
- Мускаври меценатсем
- Википедистсем
- Викимедиа проекчĕсене хутшăнакансем
- Перепечино çăвинче пытарнисем
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем