Контент патне куҫ

Козий Лоб

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хутор
Козий Лоб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕСарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ районТатищево районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳВязовка
Никĕсленĕ1911
Пурăнан вырăн Хутор
Почтă индексĕ412184
ОКАТО кочĕ63 246 855 006

Козий Лоб (Качака Ҫамки, ирҫ. Катяга Коня[1]) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Вязовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ ирҫе хуторӗ[2].

Татищевӑран 38 ҫухрӑм ҫурҫӗр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Хутор Чардымӑн Кузьминовка ҫырминче лартнӑ[3]. Козий Лобпа юнашар ялсем: Бурловино, Беседка, Сокур, Оркино, Озерки, Ҫырла Уҫланки, Первомайская, Агарёвка.

"Козий Лоб" тенине куҫарсан — качака ҫамки пулӗ. Вырӑнти ландшафтӑн уйрӑмлӑхӗсене пула хутора ку ят панӑ. Хуторпа юнашар вӑрмансемпе хирсем качака ҫамки пек курӑнаҫҫӗ[2].

Хутор XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи 1911 ҫулта никӗсленӗ[2]. Хресчен ҫӗр банкӗн операцисем урлӑ туяннӑ Сарӑту уесӗн Сокур вулӑсӗн ирӗк ҫӗрӗсенче мордвасем Козий Лоб хуторӗ тунӑ. Ахӑртнех, юнашар хуторсене Бурловинӑпа Беседкӑна, Козий Лоб хуторне те инҫе мар Оркинӑран ирҫесем никӗсленӗ, мӗншӗн тесен 1924 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа хутор Петровск уесӗн Озерки вулӑсӗнчи Оркино ял канашне кӗртнӗ (ӑҫта нумай ирҫесем пурӑнчӗҫ)[4]. Кайранхи совет вӑхӑтӗнче хутор Татищево районӗн Сокур ял канашне кӗнӗ. 1989 ҫулта кунта 27 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ[4]. Совет Пӗрлешӗвӗн арканӑвӗ хыҫҫӑнхи Козий Лобра халӑх йышӗ сахалланма пуҫланнӑ, 2022 ҫулхи пӗлӗм тӑрӑх хуторта 1 кӑна кил хуҫалӑхӗ юлнӑ[3].

Халăх йышĕ
2010[5]
1

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]