Коидэ формули

Коидэ формули — виçĕ лептонăн: электронăн, мюонăн тата таонăн, — массисем тĕлĕшпе шайлашулăха кăтартакан формула. Вăл çапла
Енчен те лептонсен массисен хальхи (2024-мĕш çул тĕлнехи) кăтарăвĕсене илес пулсан: me = 0,51099895000(15) МэВ/c2, mμ = 105,6583755(23) МэВ/c2, mτ = 1776,93(9) МэВ/c2,[1] вара шайлашулăх çапла пулать
Ку шайлашулăха Япони физикĕ Ёсио Коидэ (小出義夫) 1983-мĕш çулта тупса палăртнă[2]. Унăн теорилле ăнлантарăвĕ çук та, çавăнпа вăл хальхи панăлăхсемпе тĕл килекен ăнсăрт япала та пулма пултарать темелле. Анчах та Японири тепĕр физик, Юкинари Сумино, уйăн эффективлă теорине ăсталанă, унта калибровкăлла симметри ăнлавне те кĕртнĕ, ĕнтĕ çапла вара массăсем тĕллĕхлĕн шăп та шай Коидэ формули кăатартнă пек пулаççĕ[3].
Енчен Коидэ формули тĕллĕхлĕн пурнăçа кĕрет пулсан, таон массине пăхăнманлăхлă кап пек мар йышăнмалла, электронăн тата мюонăан массисенчен килет тесе шутламалла:
- .
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ S. Navas et al. (Particle Data Group). Review of Particle Physics – Leptons // Physical Review D. — 2024. — Т. 110, № 030001. — С. 1. — doi:10.1103/PhysRevD.110.030001.
- ↑ Y. Koide. New view of quark and lepton mass hierarchy // Physical Review D. — 1983. — Т. 28, № 1. — С. 252–254. — doi:10.1103/PhysRevD.28.252.
- ↑ Y. Sumino. Family Gauge Symmetry as an Origin of Koide's Mass Formula and Charged Lepton Spectrum // JHEP. — 2009. — Т. 0905, № 05. — С. 075. — doi:10.1088/1126-6708/2009/05/075.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- A. Rivero, A. Gsponer The strange formula of Dr. Koide (2005).