Контент патне куҫ

Колки (Сарӑту облаҫӗ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Колки пӑхӑр.
Колки
Тӗп пӗлӗмсем
Статус: Сала
Патшалӑх: Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ: Сарӑту облаҫӗ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район: Петровск районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳ: Пригородный муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ
Никӗсленӳ вӑхӑчӗ: 1890
Халӑх йышӗ: 148[1] (2010)
Хушнӑ пӗлӗмсем
Малтанхи ятсем:
Почта индексӗ: 412537
ОКАТО кочӗ: 63 235 827 001
Сехет тӑрӑхӗ: Самар вӑхӑчӗ

КолкиСарӑту облаҫӗн (РФ) Петровск районӗнчи Пригородный муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ сала, ӑҫта пысӑк ирҫе диаспори пурӑнать[2].

Петровск хулинчен тӳрӗ ҫулпа 17 километр кӑнтӑр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ.

Колкипе юнашар ялсем: Куст, Павловка, Хӗрлӗ Речка, Вишнёвое, Мокрое, Тарумовка, Мирный.

Сала 1890 ҫулта никӗсленӗ[3]. Колки тени вырӑс "колок" сӑмахран тухнӑ, колок — кулкка [4]вӑл пӗчӗк юманлӑх, вӑрман пайӗ, уйрӑмлӑн ларакан йывӑҫсем[5]. Никӗсленӗренпе Колки сали хутор пек пулнӑ. Хутора тӑвас тесе Сарӑту уесӗн Озерки вулӑсӗн Оркино салин хресченӗсем ҫӗре туяннӑ. Оркинӑра пысӑк ирҫе диаспорине пула Колкие те нумай ирҫе пурӑнма килнӗ[2]. Пӗр пӗлӗмпе, чи тӗп улпут кунта Нессельроде граф пулнӑ (вӑл юнашар вырнаҫнӑ Павловка ялӗн хуҫи). 1914 ҫулта Колки Вязьмино (Кутьино) вулӑсӗн йышне кӗнӗ, хуторта 42 кил хуҫалӑхӗпе 87 ҫын пулнӑ. Салара чиркӳ пулнӑ, анчах совет влаҫӗн органӗсем ӑна 1930-мӗш ҫулсенче аркатнӑ, тата унӑн фундаментӗнче шкул тунӑ[2]. Татах салара шкул (2010.11.23 пӑрахнӑ), ача пӑча-сачӗ (2012.08.22 пӑрахнӑ) пулнӑ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ
2002[6]2010[1]
232148

2002 ҫулта Колки салин халӑх йышӗн 49% — вырӑссем, 41% — ирҫе мордва.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]